«Пирĕн пĕрлехи тĕллев – 2024-мĕш ҫулсем тĕлне Чăваш Енри АПК таварĕсен экспорчĕн шайне 50 млн доллара ҫитересси», – тенĕ Михаил Игнатьев

 

Михаил Игнатьев: «Наша общая задача – нарастить в Чувашии объемы экспорта продукции АПК до 50 млн долларов в 2024 году» Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев аграри комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ.

Ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансем 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, ҫитес тапхăр валли тĕллевсене пăхса тухнă.  Лару пуҫланиччен, асăннă тытăмра вăй хуракансем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки пĕр-пĕринпе канашланă.    Аграри тытăмĕнче вăй хуракансем валли ятарлă курав та хатĕрлесе тăратнă.  Ĕҫлĕ ларăва федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем те хутшăннă.

Палăртма кăмăллă, яланхиллех хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.

Лару ĕҫне пуҫланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫуркуннехи ĕҫсем пуҫланиччен хатĕрленӳ пайне пысăк тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă.

«Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан технологисене ял хуҫалăхĕнче тĕпе хумалла, условисене анлăн тишкермелле, тухăҫа туллин пухса кĕртессишĕн вăй хумалла. Ҫĕр ĕҫченĕсен шалу укҫин виҫине те тивĕҫлĕ шайра тытса пымалла», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.    

Пĕлтĕрхи ҫул ҫанталăк лăпкă тăмарĕ пулин те, аграри тытăмĕнче тăрăшакансем 70 млрд тенкĕлĕх тавар тирпейленĕ.  Юлашки ҫулсенче Чăваш Енре чăннипех те ял хуҫалăхĕ кирлĕ пек курăмлă аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Таварсене экспорта куҫарас ыйту та актуаллă.

«2018 ҫулта АПК таварĕсене 23,7 млн доллар экспорта куҫарнă. Кăтарту тата та маларахри ҫулпа пăхсан 25,7 процент пысăк пулни сисĕнет. 2024-мĕш ҫулсем тĕлне кăтартăва 50 млн доллара ҫитерме палăртатпăр», – тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. Тĕнче шайĕнче рынока тухма пурне те сĕнĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

«Пурин валли те аталанса пыма условисем йĕркеленсе пыраҫҫĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин витĕмлĕхĕпе ял хуҫалăхĕ тата та вăйлăрах аталанса пырать. Хамăрăн тăрăхра тирпейленсе тухакан таварсене ют ҫĕршывсене тăратассишĕн тăрăшмалла», – тенĕ регион Ертӳҫи.

Паян ларура тепĕр актуаллă ыйтăва та хускатнă. Усă курăнман ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртмелли пирки сăмахланă.  Ҫĕрсен ытларах пайĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пурлăхĕ. Михаил Игнатьев районсенче пуҫаруллă предпринимательсемпе килĕшсе ĕҫлеме, ҫĕрсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессишĕн тимлемеллине каланă.

Ҫамрăксене ял хуҫалăх тытăмне явăҫтармалла, вĕсене ĕҫленине кура,  тивĕҫлĕ шалу памалла тенĕ.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов калаҫнă.  Ял хуҫалăх таварĕсен калăпăшĕ ӳснĕ, пахча-ҫимĕҫ, сĕт-ҫу, аш-какай тирпейлесе кăларассипе те пĕлтĕр курăмлă ĕҫленĕ, ытти ҫулхисенчен пĕре те кая мар.  

Пĕлтĕр ял хуҫалăхĕнче тăрăшакансен ĕҫ укҫи хăпарнă. Республикăри агропромышленноҫ пайне патшалăх енчен 2,7 млрд тенкĕлĕх тĕрев куҫнă, 2017 ҫулхинчен 10,6 процент пысăкрах.    


Кӑҫал тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ АПШ 600 миллион доллар шайне ҫитмелле.

Фоторепортаж



22 марта 2019
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter