РФ Общество палатинче «21-мĕш саккун» проектне сӳтсе явассипе ирттернĕ уҫă итлевре Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев видеочĕнӳпе тухнă

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче РФ Общество палатинче «21-мĕш саккун» проектне тарăн сӳтсе явнă. Раҫҫейре эрехе 21 ҫула ҫитсен тин туянма ирĕк парассине анлăн тишкернĕ.

«21-мĕш саккун»   социаллă пĕлтерĕшлĕ шутланать. Ҫамрăксен сывлăхне упрама май парать. Наци тĕлĕшĕнчен те кирлĕ пуҫару. РФ Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессинче те пысăк витĕм кӳрет. Демографи лару-тăрăвĕпе тачă ҫыхăннă тесен те йăнăш мар»,   каланă РФ Общество палатин спорта аталантарассипе ĕҫлекен Комиссийĕн членĕ Султан Хамзаев.   

«Урă Раҫҫей» пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Раҫҫейри 55 регионта ҫӳлерехри пуҫарăва ырланă. Ыттисем те хапăл тусах йышăнни куҫкĕретех.

Обществăлла организацисем, граждансем пулас йышăнăва питĕ тĕрĕс тесе хакланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă кун РФ Общество палатинче уҫă калаҫăва хутшăнайман. Вăл кун регион Пуҫлăхĕ автономиллĕ Ямал-Ненец округĕнче пулнă. РФ Общество палатинче «21-мĕш саккун» проектне сӳтсе явассипе ирттернĕ уҫă итлевре Чăваш Республики Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев видеочĕнӳпе тухнă. Шăпах та, ăна ĕнер РФ Общество палатинче тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă.

Хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăхăн сывлăхне упрасси патшалăхăн приоритетлă тĕллевĕ тесе каланă. Влаҫ органĕсенче тăрăшакансем кун пирки ҫирĕплетсех калаҫҫĕ. Ҫӳлерех асăннă ыйту ҫине тимлĕх уйăрни куҫкĕретех. Ыйтăва пурнăҫа кĕртессишĕн, регионта обществăлла организацисемпе, халăхпа кулленех тачă ҫыхăнса ĕҫлеҫҫĕ.  Республикăра «Ашшĕсен канашĕ» тата «Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» ҫитĕнекен ăру сывă пурнăҫ йĕркине тытса пытăр тесе сахал мар тăрăшать. Граждансен кăмăл-сипетне, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ.  Ҫамрăксене тӳрĕ ҫул ҫине тăма витĕм кӳни те паллă. Эрех-сăра ĕҫессинчен ҫамрăксене пăраҫҫĕ, общество ĕҫне явăҫтараҫҫĕ.

Республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче ФОКсем хута янă. Регионта кашни уйăхрах Сывлăх кунне ирттерме хушу кăлартнă. Спорт учрежденийĕсем халăха палăртнă кунсенче тӳллевсăр йышăнаҫҫĕ. Республикăн Правительство членсем, район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем, шкул директорĕсем, сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем, культура спорт тытăмĕнче вăй хуракансем пирус туртса хăйсен сывлăхне хавшатманни паха тĕслĕх ахаль ҫынсемшĕн. Кăтарту та ҫук мар, вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ ӳссех пырать. Ҫамрăк мăшăрсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни, ҫитĕнекен яш-кĕрĕмшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче. Уйрăлакан ҫемьесем сахал, Атăлҫи федераци округĕнче ку енĕпе пирĕн республика тĕслĕхре, кăтарту чи пĕчĕкки. Спорта кулленех ҫӳрекенсен йышĕ 44 процента ҫитнĕ. Эрехе 21 ҫула ҫитсен тин туянма ирĕк пани пĕлтерĕшлĕ пулăм пуласса шанса каланă регион Пуҫлăхĕ. Ҫамрăксен эрех-сăра ĕҫме юрамасть, вĕсен ҫемье ҫавăрса ачасене тĕрĕс-тĕкел ура ҫине тăратассишĕн тăрăшмалла. Спортпа туслă пулни вара сывлăха ҫирĕплетме витĕм кӳнине вĕсен мĕн пĕчĕкренех туйса ҫитĕнмеллине палăртнă сăмаха ҫавăрса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Уҫă итлеве пĕтĕмпе ҫĕршыври 20 ытла субъект хутшăннă. Ачасен сывлăхне упрасси тĕп приоритет. Кун пирки никамăн та манмалла мар тенĕ Султан Хамзаев.  

РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕн ҫумĕ Олег Салагай хăйĕн сăмахĕнче ҫӳлерехри пуҫару шăпах та, РФ Президенчĕ Владимир Владмирович Путин Федераци Пухăвне янă Ҫырури  тĕллевсемпе тӳр килнине тепĕр хут каласа хăварнă.

Граждансенчен 78 проценчĕ асăннă йышăнăва ырлать. Ку ҫирĕп йышăну ҫав-ҫавах хăватлах мар, ытларах ҫул ӳстерсен те йăнăш пулмĕ. Ҫынсем сĕнӳпе килĕшни куҫкĕретех. ВЦИОМ социаллă политика тĕпчев ĕҫĕн управленийĕн Пуҫлăхĕ Кирилл Родин пĕтĕмлетӳ кăтартăвĕсемпе паллаштарнă,  эрех ĕҫме ирĕк паракан ҫула халăх тата та тăсасшăн, мĕнпур граждансенчен 41 проценчĕ ҫапла шутлать тенĕ вăл сăмаха тăсса. Асăннă виҫе ҫамрăксемшĕн усăллă, вĕсем эрех-сăра ĕҫсе аптрамĕҫ, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырса, паха пĕлӳ илсе РФ тивĕҫлĕ гражданĕсем пулса ҫитĕнĕҫ.

Хирĕҫ тăракансем ҫук тата вĕсем хирĕҫлеме аргументсем те палăртаймаҫҫĕ. Апла пулсан, йышăну чаплă пулни куҫкĕретех тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Султан Хамзаев.  



22 марта 2019
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter