Хальхи поэзин «ГолосА» фестивалĕ иртĕ

Пуш уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Наци библиотекинче хальхи поэзин «ГолосА» фестивалĕ иртĕ.

Кăçалхипе вуннăмĕш хутчен иртекенскерне чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иосиф Дмитриев-Трера асăнса йĕркелеççĕ.

Хăйне евĕр уява Атăлçи тăрăхĕнчи паллă тата поэзи тĕнчине халь кăна ура ярса пусакансем пухăнĕç. Çĕнĕ кĕнекесен презентацийĕсем ирттерĕç, сăвă вулĕç, тĕрлĕ музея çитсе курĕç фестивале хутшăнакансем.

ЧР Культура министерстви поэзи тĕнчине кăмăллакансене пултаруллă авторсемпе тĕл пулса калаçма йыхравлать.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
22 марта 2019
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter