Чăваш Республикин ҫар комиссариачĕ – призыв компанине хатĕрлеccипе Тĕп ҫар округĕнче тĕслĕх вырăнĕнче

Военный комиссариат Чувашской Республики – лучший в Центральном военном округе по подготовке к призывной кампании Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн ҫар тĕп комиссарĕпе Александр Мокрушинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ҫуркуннехи тапхăрпа яшсене салтака ăсатмалли ыйтусем пирки сăмахланă,  кĕрхи призыв компанийĕн кăтартăвĕсем ҫинчен те чарăнса тăнă.  

Александр Мокрушин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики яшсене ҫар ретне тăма хатĕрлес ĕҫ кăтартăвĕсемпе, Тĕп ҫар округĕнче тĕслĕх пулса тăнине, хисеплĕ пĕрремĕш вырăн йышăннине пĕлтернĕ. Куҫакан вымпела тивĕҫнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Михаил Игнатьев республикăн ҫар комиссарне тивĕҫлĕ ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Эсир яваплăха туйса тухăҫлă ĕҫленине ҫирĕплетет ҫак кăтарту», — тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Шкулта ачасемпе вĕрентекенсем ҫарпа патриотизм темипе сахал мар воспитани урокĕсем ирттернине каланă вăл. Паянхи пурнăҫ таппинче ҫар ретне тăрасси мода вырăнĕнче тесен те йăнăш мар. Ҫамрăксем хаваспах пĕтĕм кăмăлтан хĕсмете тăма васкаҫҫĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Оборона министерствин аслă шкулĕсене вĕренме кĕрес текенсен йышĕ Чăваш Енри ҫамрăксем хушшинче ӳссех пырать. Контракт мелĕпе ĕҫлеме юлакансем те сахал мар.    

«Питĕ лайăх, ҫар ҫыннисем хваттерлĕ пулаҫҫĕ. Вĕсене аталанса пыма кирлĕ условисем ҫителĕклĕ. Пирĕн тĕллев – паха профессионалсем хатĕрлесси, ҫĕршывшăн юрăхлă ҫынсем пулма вĕрентесси», –  тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   

Ҫăмăлах мар лару-тăрура та, Чăваш ен  пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрчĕ тенĕ Александр Мокрушин. Тĕрлĕ ведомствăсем хушшинче тачă ҫыхăнса ĕҫлени куҫкĕретех. Обществăра ҫар ыйтăвĕ тимлĕхре пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар, ҫитĕнекен яшсем салтак ретне тăмаллине питĕ лайăх чухлаҫҫĕ.   

Паян ҫак ырă хыпар пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра пĕлтернĕ.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ Александр Николаев тата республикăн ҫар тĕп комиссарĕ Александр Мокрушин граждансене ҫар ретне тăма хатĕрлессипе ҫыхăннă ыйтусем пирки каласа кăтартнă, Иркутск хулинче пуш уйăхĕн 13-14-мĕш кунĕсенче иртнĕ методика вĕрентĕвне хутшăннине хыпарланă. Чăваш Ене унта паха енпе палăртнине асăннă ертӳҫĕсем. Ҫамрăксене ҫарпа патриотизм енĕпе чаплă специалистсем пулма хатĕрлени ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине каланă. Комисси тапхăрĕнче врачсем яшсене ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăларни паха тесе хакланă ертӳҫĕсем.  

Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин Чăваш ЕНри Шалти ĕҫсен министерствине, прокуратура ĕҫченĕсене, сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче тимлекенсене, Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерствине пĕр-пĕринпе килĕшсе тачă ҫыхăнса вăй хунăшăн мухтанă, тав сăмахĕсем каланă.   Ҫакăн пек пысăк ҫитĕнĕве пĕрлĕхре тивĕҫнĕ тесе каланă вăл сăмаха ҫавăрса.

Канашлура Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнчи Кадетсен скверĕнче «Патриот» ҫар техники пирки сăмах пуҫарнă. Ăна йĕркелессипе палăртнă план ҫинчен те калаҫнă.   

Михаил Игнатьев «Юнармия» ҫарпа патриотизм юхăмĕ пирки те сăмах хускатнă, «Лазурный» лагерь ҫумĕнче ҫарăк яшсене ҫар ҫыннисем пулма кунĕ-ҫĕрĕпе сменăсенче тăрăшмаллине асăннă, хальхи вăхăтра ыйту кун йĕркинче пулнине хыпарланă.  

Фоторепортаж



25 марта 2019
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter