Хастаррисене валли — çĕнĕ проект
Шупашкар хула администрацийĕ Чăваш Ен тĕп хули 550 çул тултарнине халалласа «Волонтерсем-экскурсоводсем» çĕнĕ проект пурнăçа кĕртет, хастар çамрăксене унта хутшăнма йыхравлать. «Проектăн тĕп тĕллевĕ — хăйсен хулине юратакан тата ун çинчен нумайрах пĕлес тесе çунакан, çак пĕлĕве тата юратăва хулара пурăнакансемпе хăнасен патне илсе çитерме хатĕр хастарсен хушшинче волонтер юхăмне аталантарасси», — палăртнă Шупашкар хула администрацийĕн çамрăксен тата общество аталанăвĕн уйрăмĕн ертÿçи Станислав Трофимов.
Проекта хутшăнакансен 16 çултан аслăрах пулмалла. Вĕсене хула çыннисемпе хăнасене валли экскурсисем ирттерме хатĕрлĕç. Ыйтусене ака уйăхĕн 3-мĕшĕччен йышăнаççĕ.