Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел заседание Антинаркотической комиссииПуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче ларăва республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисем те хутшăннă.

Наркотика халăх хушшинче сарассинчен асăрхаса йĕркеленĕ профилактика ĕҫĕсене ларура тĕплĕн пăхса тухнă, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче йĕркеленĕ профилактика мероприятийĕсене  тарăн сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн ҫумĕ Владимир Дубов хăйĕн сăмахĕнче, регионта наркăмăшсене хирĕҫ тăрассипе комплекслă ĕҫсем йĕркелесе пынине хыпарланă.  Ҫамрăксем хушшинче усал амак сарăласран кулленех специалистсем сыхă тăнине каланă.   Йывăр ҫемьесенче ҫитĕнекенсемпе тăтăшах уҫă калаҫусем ирттернине те палăртнă министр ҫумĕ. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче обществăлла организацисен пайташĕсемпе, волонтерсемпе ҫамрăксем хушшинче ятарлă акцисем ирттернине те хыпарланă вăл. Патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем ҫак ĕҫе хутшăнаҫҫĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май.  2018 ҫулта тĕрлĕ ведомствăсем 6 акци ирттернĕ, вĕсенче ҫула ҫитмен 8,5 пин ҫамрăк хутшăннă. Ашшĕ-мăшĕсем, вĕрентекенсем мероприятисене хапăл тусах хутшăнни куҫкĕретех тенĕ вăл.

Ҫамрăк яш-кĕрĕме графикпа килĕшӳллĕн медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларса пыраҫҫĕ. Ун чухне шăпах та, 340 ҫынна риск пур тесе, наркăмăш енне сулăнма пултарассине ҫирĕплетнĕ специалистсем.

Пĕлтĕр 295 ҫын хăйсен сывлăхне наркăмăшпа аптратнă хыҫҫăн, реабилитаци витĕр тухнă.   Наркăмăш енне сулăннисене ятарлă реестра кĕртнĕ, вĕсем – 130 ҫын.  Айвансене ĕҫпе тивĕҫтерес ыйту та кун йĕркинче, ку енĕпе тимлĕ пулни куҫкĕретех.  

Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнисене комплекслă пулăшу пама чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Вĕрентекенсен асăрхануллă пулмалла, ачасене кăмăл-туйăмран хавшама пуҫланă пулсан, тӳрех специалистсем патне хыпарсене илсе ҫитермелине каланă вăл. «Вăхăтра систернине нимĕн  те ҫитмест. Наркăмăш аллине лекнисене тӳрех тӳрĕ ҫул ҫине тăма витĕм кӳмелле. Вăхăта вăраха тăсма ирĕк никамăн та ҫук» – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев докладра ачасене ҫуллахи кану вăхăтĕнче уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ. 2018 ҫулта йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнисемпе 6,7 пин ачапа сахал мар профилактика ĕҫне ирттернине хыпарланă министр. Тĕрлĕ конкурссене, вĕсен тавракурăмлăхне ӳстерме май паракан мероприятисене кăсăклă йĕркеленине хыпарланă сăмаха малалла вакланă май.

Шкултан вĕренсе тухнă хыҫҫăн, пушă вăхăтра ҫамрăксене тĕрлĕ ĕҫсене явăҫтарма тăрăшнă. Енчен те ҫамрăк яш-кĕрĕм ĕҫе кӳлĕнсен, вĕсен усал ĕҫ тума вăхăт юлмасть. Пĕлтĕр 16 пин  ытла ҫамрăка ĕҫ тупса панă.  

Чăваш Енре йывăр ҫемьесенче ӳсекен шăпăрлансене малтанласах ҫирĕп тĕрĕслеве илеҫҫĕ ятарлă служба ĕҫченĕсем, вĕсене кулленех сыхă тăраҫҫĕ.  Обществăна хăрушлăх кăларса тăратма пултараканнисене уйрăмах асăрхаса тăраҫҫĕ.

Регионта шанăҫ телефонне йĕркеленĕ, унăн номерĕ 8-800-2000-122. 2018 ҫулта вăл номерпа 6,5 пин ҫын шăнкăравланă. Пурне те вăхăтрах тивĕҫлĕ хуравсем панă специалистсем.  

Тĕрмерен тухакансем те тепре чухне кăлтăксем кăларса тăратаҫҫĕ. Вĕсене тӳрех ун пек чухне, йĕрке ан пăсчăр тесе, ĕҫе кӳлĕнтерме тăрăшаҫҫĕ. Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви тата Чăваш Енри УФСИН килĕшĕве те алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

Ларура Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствинче пай пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен  Данис Шакуров регионти лару-тăрупа паллаштарнă, хăшĕсем пирки тарăнрах чарăнса тăнă. Пĕлтĕрхи ҫул ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ 9,2 процент чакнине ырă хыпара каланă.   Ытларах чухне республикăра ют регионсенчен килнисем йĕрке пăснине асăннă вăл.

Канашлура Улатăр хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Юрий Боголюбов, Улатăр районĕн администрацийĕн ертӳҫи Нина Шпилевая доклад туса панă.

Профилактика ĕҫне йĕркелеме пăхса хăварнă укҫа-тенкĕпе туллин тата тивĕҫлĕ усă курса пымаллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Халăх хушшинче сывă пурнҫ йĕркине тытса пыма вĕрентмеллине тепĕр хут асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.

Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин министерство наркотика халăхра сарасран ҫирĕп асăрханине палăртнă. Сывлăх сыхлавĕпе, вĕренӳ пайĕнче ĕҫлекенсене кашни ыйтăва тимлĕн пăхса тухма, май килнĕ таран ятарлă специалистсемпе пĕрле сӳтсе явмаллине асăрхаттарнă. Хыпарсене служба ĕҫченĕсене пĕлтермеллине каланă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Управленийĕн ертӳҫи, обществăн хăрушсăрлăх, коррупци ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Сергей Галошев тарăн доклад туса панă.   Хăш-пĕр кăтартусем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Регионта наркăмăшпа алхасакансен йышĕ чакса пыни куҫкĕретех тенĕ вăл.

2019 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 707 ҫынна тĕрĕслеве илнĕ, вĕсем наркăмăша тутаннине ҫирĕплетнĕ. Кăтарту маларахри ҫулхинчен 12 процента ҫити пĕчĕк пулни курăнать.   Енчен те пĕтĕмлетĕве Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсемпе танлаштарсан, пирĕн республикăра юлашки 5 ҫул хушшинче лару-тăру лайăхланни паллă.

Фоторепортаж



25 марта 2019
11:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter