Чăваш Республикин бюджечĕн тупăш пайĕ кăҫал икĕ уйăхра 27,4 процент чухлĕ ӳснĕ

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен етӳҫисемпе кашни эрнере пулакан планеркăна  ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем 2019 ҫулхи икĕ уйăхшăн малтанласа палăртнă ĕҫ пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене тишкернĕ.     

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева хăйĕн сăмахĕнче кăҫал икĕ уйăра ҫурт-йĕрсем хăпартассипе Раҫҫейĕн вăтам кăтартăвĕнчен Чăваш Енĕн калăпăш самай пысăккине, 112 процента ҫитнине хыпарланă. Ĕҫ укҫин шайĕ те хăпарни никамшăн та вăрттăнлăх мар.            

Промышленноҫ производствин  индексĕ икĕ уйăхра 91,6 процента ҫитнĕ.   

Республикăра электротехника тата хими тытăмĕн таварĕсен калăпăшĕ кăштах чакнă. Светлана Ананьева Чăваш Енри предприятисем федераци пĕлтерĕшлĕ проектсене хутшăннине хыпарланă.  Апла пулсан, ҫулталăк вĕҫнелле кăтартусем хăпарасси никама та иккĕлентермĕ.   

Михаил Игнатьев «Тракторсен завочĕ»  предприятийĕсен пуласлăхĕ пысăк тесе хакланă. Паян организаци «Ростех» патшалăх корпорацийĕн заказĕсене пурнăҫлать. Планпа килĕшӳллĕн тата та икĕ пин ҫынна ĕҫе явăҫтарма шут тытнă вĕсем.  

Ял хуҫалăхĕпе илес пулсан, икĕ уйăхра хаклав тăрăх, таварсен калăпăшĕ 96,5 процентпа танлашнă. Выльăх-чĕрлĕх таварĕсен калăпăшĕ кăштах аннă 61,4 пин тонна сĕт тирпейленĕ, чăх ҫăмартисене 37,9 млн пухса илнĕ.  

Таварсен хакĕ хăпарсах кайман.    Аш-какай, ҫăмарта, сахăр хакĕсем  пĕлтĕртенпе ӳсмен. Кун пирки ҫирĕплетсе каланă Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Ҫимелли мар тавар хакĕсем хăпарни ҫинчен каланă республика Пуҫлăхĕ пăшăрханса. Раҫҫейри вăтам кăтартуран пысăк тенĕ вăл сăмаха тăсса. Ыйтăва уҫăмлатма хушнă ятарлă служба ĕҫченĕсене.  

Бюджет ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă май, регион Ертӳҫи республика хыснин тупăш пайĕ пĕлтĕрхи ҫул ҫак тапхăртипе танлаштарсан пĕр пек тенĕ, кăтарту 127,4 процента ҫитнĕ. Предприятисем налуксене вăхăтра тӳлени курăнать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ профицитпа – 4 057,5 млн тулнине асăннă. Ҫулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, дефицит пулассине, унăн калăпăшĕ 1,1 млрд ҫитессине палăртнă вице-премьер.

Республикăн пĕрлештернĕ бюджетне каялла тавăрса памалли мар укҫа 2019 ҫулта пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5615,6 млн кĕнĕ тенĕ вăл. 2018 ҫулхи ҫак тапхăртипе пăхас пулсан 39,9 процент чухлĕ пысăк пулни куҫкĕретех тенĕ ертӳҫĕ сăмаха тăсса.

Республика хыснин тăкак пайĕ кăҫал пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5 907,4 млн ҫинĕ. Вăл укҫаран социаллă пая – 5 024,9 млн тăкакланнă, 2018 ҫулхипе илес пулсан, 5,5 процент чухлĕ пысăкрах.   

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ халăхăн ĕҫ укҫи пирки тепĕр хут чарăнса тăнă, ыйтупа пурин те тимлĕ ĕҫлемеллине чĕнсе каланă.  «Енчен те организаци ертӳҫисем ĕҫ саккунне пăсаҫҫĕ пулсан, вĕсене ҫийĕнчех тупса палăртмалла, явап тыттармалла, ĕҫрен хăтармалла», – тенĕ Михаил Игнатьев



25 марта 2019
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter