Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ведомствăсен ĕç укçине вăхăтра та туллин тӳлес ыйтусемпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Состоялось заседание Межведомственной комиссии по вопросам своевременности и полноты выплаты заработной платы, снижения неформальной занятости при Главе Чувашской РеспубликиПуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ведомствăсен ĕç укçине вăхăтра та туллин тӳлес ыйтусемпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.

Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертӳçи Алексей Метелкин  хăйĕн сăмахĕнче пуш уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне республикăри 51 организацин 2,6 пин ытла çын умĕнчи шалу парăмĕ 146 миллион тенкĕрен иртнине хыпарланă. Çак парăмăн çурри — панкрут-предприятисен тӳпи. Пысăк парăмсем — Улатăрти пĕчĕк температурăллă холодильниксен завочĕн, Шупашкарти 1-мĕш типографин, Чăвашавтотрансăн. Юлашкинчен асăннин парăмĕ татах пысăкланас хăрушлăх та пуррине каланă вăл.

Мĕнпур пухăннă парăмсенчен пысăк виҫи «Чăвашавтотранс» предприятийĕн.  Унăн парăм 79,5 млн пухăннă. Ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин.  

Предприяти пурлăха конкурс урлă сутать. Енчен те пĕтĕмпех планпа килĕшӳллĕн пулсан, парăм виҫи кăштах та пулин пĕчĕкленесси паллă.  

Ларура Улатăр хулинчи «АЗНХ»  ПАО ĕҫне сӳтсе явнă. Вĕсен 182 ĕҫчен умĕнче 12,6 млн парăм пухăннă.  

Михаил Игнатьев ĕҫсене вăраха тăсмасăр пурнăҫласа пымаллине чĕнсе каланă. «ЧЗМТ»  ТМЯО лару-тăру ҫăмăлах мар,  кунта та чылай ыйтăва уҫăмлатма тивĕ.

Ларура панкрутлăх процедуринчи предприятисен конкурс управляющийĕсене итленĕ. Вĕсенчен хăшĕсем тĕлĕшпе ыйтусем пур: предприятисен пурлăхне сутса çынсен умĕнчи парăма татма васкамаççĕ. Çавна май Василий Пословский прокурор та унашкаллисене прокуратура енчен витĕм кӳме шантарнă. Кирлĕ тĕк яваплăха туйманнисене дисквалифакацилеме те пулать — прокуратурăн унашкал опыт пур тенĕ вăл.

Ертӳҫĕсем ку хутĕнче вĕренӳ, культура пайĕнчи ыйтусене те хускатнă. Ҫӳлерех асăннă ыйтупа Чăваш Республикин культура министрĕн ҫумĕ Елена Чернова тата Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕн ҫумĕ Надежда Дмитриева калаҫнă.  

Канашлура Муркаш Красноармейски, Тăвай районĕсен администрацийĕсен ертӳҫисен доклачĕсене итленĕ, ĕҫ укҫин парăмне пĕчĕклетессипе йĕркелесе пыракан мероприятисем пирки ыйтса пĕлнĕ пуҫлăхсем.       

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев Патшалăх ĕçлев инспекцине çынсен интересĕсене хӳтĕлес енĕпе хастартарах пулма суннă, ĕç укçин ыйтăвĕ çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлине кура парăмсене чакарас енĕпе тивĕçлĕ тытăмсен алла-алăн ĕçлемелли пирки каланă.

Фоторепортаж



25 марта 2019
07:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter