Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернĕ.

Глава Чувашии поручил рассмотреть возможность приостановки работы школ, здания которых находятся в предаварийном состоянииПуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси. Ҫавăн пекех пуҫлăхсем вĕренӳ учрежденийĕсем юрăхлипе юрăхлă маррине тĕпченин кăтартăвĕсем пирки тарăн пăхса тухнă. Ҫуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче автомашина ҫулĕсене асăрхасси, вĕсене вăхăтра пухăнса тăракан шывсенчен тирпейлесси ыйтусем те кун йĕркинче ҫивĕч тăнă.

Йăлари хытă каяша пухса тирпейлессипе, турттарса каяссипе  тата уншăн тӳлессипе çыхăннă ыйту паян пурне те калаçтарать — влаç çыннисенчен пуçласа ял-хулара пурăнакан кашни çын таранах. Чылай тăрăхра çӳп-çап пухмалли вырăнсем çителексĕр. 

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн сăмахĕнче регионти «Экоцентр» МВК пурĕ 886 пин кубла метр чухлĕ ҫӳп-ҫапа тирпейлесе пуҫтарнине хыпарланă.  Пурĕ республикăра 17 организаци йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе тимлет, вĕсем пĕтĕмпе 1600 ял тăрăхĕнчен усал каяшсене тиесе тухаҫҫĕ, кăтарту пĕчĕк мар, мĕнпур тăрăхран 90 процент шутланать.

«Экоцентр» МВК организаци кредитпа пурĕ 1000 контейнер илнĕ. Вĕсене кăҫал пĕтĕмпех утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен вырнаҫтарса пĕтерме тĕллев лартнă. Кунсăр пуҫне халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе килĕшӳллĕн, тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫ те кирлĕ пек шайра пулса пырать. Пурĕ 98 проектпа ĕҫлесси планра пур.   

Республика Пуҫлăхĕ ҫӳлерех асăннă ыйтупа шăпах та, муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ĕҫлемеллине чĕнсе каланă. Ялсенче йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли контейнерсене кăҫал утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен вырнаҫтарса тухмаллине тепĕр хут асăнса хăварнă.   

«Усал ҫӳп-ҫапа пĕр ҫĕре пухса хуни – вăхăтлăх ĕҫ кăна. Контейнер пулмасан, юрăхсăра тухасси те куҫкĕретех. Апла пулсан, пурин те ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Михĕсем ҫине пухса хуни кăмăллах мар, пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫаланмалла», – тенĕ  сăмаха тăсса регион Пуҫлăхĕ.  

Халăхран пуҫтарăнакан укҫа туллин куҫса пыманни пăшăрхантарать. Организацийĕн тăкакĕ пысăкланни шăпах та, чăрмав кӳрет. Граждансен вăхăтра пулăшусемпе усă курнăшăн укҫа-тенкĕне пухса пымалла.  Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен кун пирки ҫынсемпе тăтăшах ăнлантару ĕҫĕсене йĕркелемелле. Ҫынсен икĕ хут та тӳлесе пымалла мар, енчен те пурăнакан адреспа тӳлеҫҫĕ пулсан, тепĕр ҫĕрте укҫа пухма кирлĕ мар тесе ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем.

Канашлура вĕренӳ учрежденийĕсем пирки сăмах пуҫарнă. Вăрмар тăрăхĕнче шкул ишĕлни – пурсăмăра та шухăша ярать. Ҫуртсене вăхăтра тĕпрен юсаса пымаллине чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ. Мĕнпур кивĕ объектсенчен 50 процентне ҫĕнетмелле тесе ҫирĕплетнĕ специалистсем.

«Ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – пирĕн тĕллев. Шкулсене юсамалла, кирлĕ пулсан тĕпрен ҫĕнетмелле. Проектсене хатĕрлеме пуҫламалла, укҫа-тенкĕ пăхса хăвармалла», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче 2025-мĕш ҫулччен пĕтĕмпе регионти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 73 ҫурта комплекслă юсама плана кĕртсе хăварнине пĕлтернĕ. 2019 ҫулта вара 18 вĕренӳ учрежденине ҫĕнетме шут тытнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Республика Пуҫлăхĕ хушнипе, районсемпе хуласенче ятарлă комиссисем йĕркеленĕ, шăпах та вĕсем шкулсене тухса тĕрĕслесе пыраҫҫĕ. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче объектсенче пахалăх тĕлĕшĕнчен, юрăхлă строительство материалĕсемпе усă курманнине тупса палăртнă. Вăхăтра юсав ĕҫĕсене ирттерменни те куҫкĕретех тенĕ специалистсем. Тепре чухне регламента пăсни те курăнкалать тенĕ вĕсем. Ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен объектсене ҫĕнетме хушма укҫа-тенкĕ пăхса хăвармаллине чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.

«Ялсенчи шкулсенче сахал мар вырăн пур ачасене вĕрентме. Ҫулсене сарнă. Ашшĕ-амăшĕсен ирĕкпе вĕсем хăйсене килĕшекен шкулсене ҫӳреме пултараҫҫĕ. Енчен шкулсем юрăхсăра тухнă пулсан, специалистсем ҫакна ҫирĕплетсен, ҫĕнĕ вĕренӳ тапхăрĕнче кивĕ объектсене уҫма кирлĕ мар», –  тенĕ Михаил Игнатьев.  

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулĕсем пирки Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Евгений Павлов тарăн доклад туса панă.

2019 ҫулта пурĕ 103,9 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене тирпейлеме плана кĕртнĕ. Паянхи куна илес пулсан, хĕрӳ ĕҫ пуҫланнă. Шупашкарта, Канашра, Улатăрта, Канаш районĕпе Муркаш районĕсенче объектсене ҫĕнетме тытăннă. Путăк-ҫурăксене кăҫал ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕччен юсаса ҫитерме тĕллев лартнине хыпарланă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.

Фоторепортаж



25 марта 2019
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter