Чăваш Енре вăрмансене пушартан сыхă тăрассипе хатĕрленӳ ĕҫĕсем пуҫланнă

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри вăрмансене пушартан сыхă тăрасси.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕр Тутарстан тата Чăваш Республикисенче вăрманта пушар тухнă пĕр тĕслĕх те пулманнине асăннă.

Чăваш Республикин ҫутҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Александр Ефремов хăйĕн докладĕнче 2019 ҫул валли вăрмансене пушартан сыхламалли техникăсене ҫителĕклĕ хатĕрлесе тăратнине, укҫа-тнекĕ ыйтăвĕсене те туллин тивĕҫтернине каланă. Резерв регионта палăртса хунă пекех ҫителĕклĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Вăрмансене пушартан хурал тăма 28,3 млн пăхса хăварнă, вăл шутран федераци центрĕ 26,9 млн уйăрнă, республика хыснинчен 1,46 млн куҫарнă.  

Кунсăр пуҫне, 2019 ҫулта «Вăрмансене упрас» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн, «Экологи» наци проектне тĕпе хурса Чăваш Республикине вăрманти пушарсене сӳнтерме май паракан ятарлă техника туянма 30,7 млн уйăрнă.

Чăваш ЕНри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче юлашки ҫулсенче регионта пушар тухнă тĕслĕхсем ӳссе пынине хыпарланă. 2013-мĕш ҫултан пуҫласа кăтарту 20,6 процент чухлĕ хăпарнине пĕлтернĕ вăл сăмаха тăсса.  

«Пулнă ҫавăн пек кунсем харăсах 50 пушар тухнисем. Типĕ курăксене халăх ҫунтарма тăрăшать, асăрхамасăрах тавралăха хыпса илет ҫулăм»,  тенĕ Чăваш ЕНри ГКЧС председателĕ.   

Ҫулсерен ятарлă службăсем пĕрле пухăнса вĕренӳ ĕҫне те йĕркелеҫҫĕ, специалистсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыраҫҫĕ. Кăҫал ҫавăн йышши мероприятисене ҫу уйăхĕнче ирттерме плана кĕртнĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.



25 марта 2019
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter