Владислав Поляшовăн — черетлĕ медаль

Владислав Поляшов Тĕнче кубокĕн Доха хулинче иртекен черетлĕ тапхăрĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Бакури ăмăртура çĕнтернĕ хыççăн чăваш гимнасчĕ черетлĕ тупăшăва çул тытнă. Катар çĕршывĕнче пушăн 20-23-мĕшĕсенче иртнĕ вăл. Раççей пĕрлештернĕ команди йышĕнчи чăваш каччи çĕр чăмăрĕн чи вăйлă гимнасчĕсемпе тупăшма пултарнă. Юнашар хунă каштасем çинче пултарулăхне кăтартса вăл Китай гимнастне çеç çитеймен.

Çакна та палăртмалла: çĕнĕ йĕрке тăрăх, ку ăмăрту Токиора 2020 çулта иртекен Олимпиадăна хутшăнма квалификаци ирттерессин пайĕ пулса тăрать. Икĕ наградăна тивĕçнĕ Владислав лицензи илме тивĕç пулатех.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. 

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
25 марта 2019
15:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter