Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Культура министерствин анлă ларăвне хутшăннă

Глава Чувашии поблагодарил работников культуры за верность профессииПуш уйăхĕн  25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Культура министерствин анлă ларăвне хутшăннă. Ăна ку хутĕнче Культура ĕҫченĕсен професси уявне халалланă. 

Мероприятине регион Пуҫлăхĕпе пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов тата Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова хутшăннă.

Культура ĕҫченĕсене професси уявĕпе саламланă май, Михаил Игнатьев уйрăмах ветерансене, хисепе тивĕҫнисене мухтаса тав сăмахсем каланă. «Темĕнле йывăр саманасенче те, ĕҫ укҫине илмен вăхăтра та, эсир пур-пĕрех хăвăр юратнă ĕҫе парăннă, республикăра пурăнакансене кăмăл-туйăм енчен пуянланма витĕм кӳнĕ, ăҫ-хакăл тĕнчипе, тавракурăмлăха ӳстерме пулăшнă», тенĕ вăл.

Культура обществӑна тачӑрах пӗрлештерме пулӑшать, унӑн ӑс-хакӑл аталанӑвне тата наци хӑй евӗрлӗхне палӑртать. «Сирӗн хастар та тӑрӑшуллӑ ӗҫӗре пула ҫынсем пултарулӑх ырлӑ­хӗпе савӑнма пултараҫҫӗ, илемлӗхе хаклама вӗренеҫҫӗ, Раҫҫей халӑ­хӗсен пуян еткерлӗхӗпе, сайра йышши йӑли-йӗркипе туллин паллашаҫҫӗ», тенĕ Пуҫлăх саламра.

Чӑваш Республикинче культурӑна аталантарасси, ӑс-хакӑлпа пур­лӑх пуянлӑхне тивӗҫлипе сыхласа упрасси, пултаруллӑ ҫынсене хавхалантарса тата пулӑшса пырасси тӗп ҫул-йӗрсен шутӗнче. Ҫав тӗл­левсене пурнӑҫламашкӑн культура учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсӗ ҫирӗпленет, регионта пурӑнакансен культурӑллӑ канӑвне тивӗ­ҫтерме тата вӗсене хӑйсен ӑсталӑхӗпе туллин усӑ курма май паракан ку чухнехи инфратытӑм йӗркеленет, пултарулӑхпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ проектсене укҫа-тенкӗпе грант пулӑшӑвӗ майӗпе тивӗҫтересси вӑй илет. Пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсене вӗрентсе хатӗрлесси, культура ӗҫ­ченӗсен социаллӑ хӳтлӗхне ӳстересси ҫине те тимлӗх уйăраҫҫĕ. 

Юлашки ҫулсенче культура пайне бюджетран сахал мар укҫа куҫать. Ҫитĕнекен ăру ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурать.

Республика Пуҫлăхĕ 20192020-мĕш ҫулсенче паллă пулăсем пуласса асăннă, Шупашкар хулине 550 ҫул ҫитнĕ тата Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 ҫул тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пыма тĕрлĕ условисем йĕркеленеҫҫĕ. Паха проектсене тĕрев пама яланах хатĕррине хыпарланă регион Ертӳҫи. Сирĕн чаплă ĕҫсем Чăваш Ен историне ĕмĕрлĕхех ылттăн сăрăпа ҫырăнасса та ĕненетпĕр тенĕ сăмаха ҫавăрса республика Пуҫлăхĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев тарăн доклад туса панă.

2018 ҫулта Чăваш Республикин Культура министерствине 3,2 млрд тăкакланă. 2017-мĕш ҫулхипе танлаштарас пулсан, кăтарту 25 процент пысăкрах тенĕ министр.  Культура ҫурчĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма республика бюджетĕнчен 248 млн уйăрнă, 2017-мĕш ҫулхинчен 2,6 хут нумайрах тенĕ вăл сăмаха тăсса.

2018 ҫулта пысăк театрсем патшалăх тĕревне илнĕ. Пĕтĕмпе вĕсем пĕлтĕр 12 премьера халăх патне кăларнă,  кăҫал тата та ҫак ĕҫе малалла тăсма шут тытнă культура ĕҫченĕсем.  Сахал мар объектсенче тĕпрен юсав ĕҫĕсене ирттернĕ.

Виҫĕ ҫул хушшинче ялсенче пурĕ 12 клуб ҫĕклесе лартнă. Планпа килĕшӳллĕн тата та 25 клуб хăпартса лартмаллине хыпарланă министр. Ҫитес икĕ ҫул хушшинче 132 культура ҫуртне тĕпрен ҫĕнетме план тунă. Ытларах ял тăрăхĕсенчи объектсене тимлĕх уйăрма палăртнă пуҫлăхсем. 

Культура пайĕнче музейсем те тĕп пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене пĕтĕмпе пĕлтĕр 679 ҫын ҫитсе курнă. Пурĕ 917 курав йĕркеленĕ, халăх вĕсемпе кăмăллă юлнă. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи музейсене тĕпрен ҫĕнетсех пынă, 2018 ҫулта 45 млн пĕтернĕ. 

Чăваш Республикинче кулленех кинозалсем уҫăлаҫҫĕ, ку енĕпе Раҫҫейре ытти регионсем хушшинче малти вырăнта тăрать субъект. Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче пурĕ 16 кинозал уҫнă, пĕлтĕр вĕсенче 110 ҫын кино курнă. «Культра» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, сахал мар укҫа-тенкĕ бюджетра пăхса хăварнине палăртнă Константин  Яковлев.   Мероприятинче культура ĕҫченĕсем хăйсен ҫитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, ҫитес тапхăр вали йышăннă плансем пирки каласа кăтартнă. 

Коллеги ĕçне Чăваш Ен Культура министерствин коллеги членĕсем, министерство çумĕнчи Общество палатин членĕсем, культура пайĕсен пуçлăхĕсем, ведомство учрежденийĕсен пултарулăх ертӳçисем, наци культура пĕрлĕхĕсен, пултарулăх ушкăнĕсен ертӳçисем хутшăннă. 

Йăлана кĕнĕ тăрăх, паллă пулăмра, хисепе тивĕҫнĕ ĕҫченсене пуҫлăхсем професси уявĕпе саламласа патшалăх наградисене парса чысланă. 

Фоторепортаж



26 марта 2019
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter