Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Раҫҫей наци гвардийĕн ҫарĕсен ĕҫченĕсене професси уявĕпе саламланă

Глава Чувашии поздравил с профессиональным праздником военнослужащих и сотрудников РосгвардииПуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей наци гвардийĕн регионти Управленийĕнче тăрăшакансене, сумлă ветерансене РФ Наци гвардийĕн çарĕсен кунĕ ячĕпе саламланă.

 «Раҫҫей наци гвардийĕн ҫарĕсен иртнĕ тата хальхи вăхăтри пуян ĕҫ опычĕ тĕслĕхре. Пирĕн ҫĕршыв территорийĕ пысăк. Тирпейлĕхе тата йĕркене асăрхаса тăма нихăҫан та ҫăмăлах пулман, анчах та вĕсем  йĕркелĕхе, общество хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине, хĕç-пăшал çаврăнăшĕпе çыхăннă саккунсене пурнăçланине тĕрĕслесе тăрассине, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ объектсене сыхлассине тивĕҫлĕ пурнăҫласа пыраҫҫĕ,  тенĕ республика Пуҫлăхĕ торжествăлла пулăма пухăннисене саламланă май.  

Ҫĕршывра обществăлла-политика лару-тăрăвне тăнăҫлă аталантарса пырас ĕҫре те вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ĕҫчешсене малашнехи ĕҫре те пысăк ҫитĕнӳсем  тума суннă, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.  

Раҫҫей наци гвардийĕн ҫарĕсен Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳҫи Алексей Ежеев хăйĕн сăмахĕнче  служба ĕҫченĕсем анлă тĕллевсем пурнăҫа кĕртсе пынине асăннă. «Эпир тăтăшах полиципе пĕрле обществăри йĕркелĕхе тытса тăма хутшăнатпăр, терроризмпа тата экстремизмпа та кĕрешетпĕр»,  тенĕ вăл. 

Пĕлтĕр регионта иртнĕ массăллă мероприятисене вĕсен тытăмĕнче ĕҫлекенсем хастар хутшăннине, обществăра йĕрке хуҫалантăр тесе сахал мар тимленине асăннă вăл. Уйрăмах, спорт мероприятийĕсенче, тĕнче Чемпионатĕнче, Чулхулара Самарăра, Хусанта та вĕсем час-часах пулнине хыпарланă.   

Алексей Ежеев ҫар служащийĕсен ҫемйисене, вĕсен мăшăрĕсене пĕрне-пĕри ăнланнăшăн тав тунă, ветерансене ҫамрăк специалистсене паха ĕҫ опытне вĕрентсе пынăшăн мухтанă.  

Паян мероприятине пухăннисене ҫавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова тата ытти официаллă ҫынсем саламланă, наци гвардийĕн тăрăшăвне пысăка хурса хакланă, çирĕп тытăм пулса тăнине палăртнă.

Хăйсен служба тивĕçне пурнăçласа пуç хунисене асра тытса пухăннисемпе пĕрле хăнасем пĕр минут шăп тăнă.

Фоторепортаж



26 марта 2019
17:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter