2018 ҫулта Чăваш Ен ҫар хĕсметне яшсене тăратассине 100 процента ҫити тивĕҫтернĕ

В Чувашской Республике на 100% выполнена норма призыва граждан на военную службу в 2018 годуПуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти ҫар комиссариатĕнче пулнă, 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, 2019-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă. Унта инструктор-методика сборĕ иртнĕ. Ертӳҫĕсем ҫуркуннехи тапхăрпа яшсене салтака ăсатмалли ыйтусем пирки сăмахланă,  кĕрхи призыв компанийĕн кăтартăвĕсем ҫинчен те чарăнса тăнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьева палăртса хăвармалла, вăл Чăваш Республикин призыв комиссийĕн председателĕ шутланать.

Хăйĕн ум сăмахĕнче, регион Ертӳҫи призыв комиссийĕн членĕсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă, пурне те тухăҫлă ĕҫленĕшĕн ырланă. Чăваш Республики яшсене ҫар ретне тăма хатĕрлес ĕҫ кăтартăвĕсемпе, Тĕп ҫар округĕнче тĕслĕх пулса тăнине, хисеплĕ пĕрремĕш вырăн йышăннине пĕлтернĕ паянхи тĕлпулура Пуҫлăх. Куҫакан вымпела тивĕҫнине асăннă вăл.  

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫара каяс текен яшсен шучĕ ҫулсерен ӳсе пынине хыпарланă.  2018 ҫулта  яшсене салтака ăсатмалли кăтартăва 100 процент тултарнă тенĕ вăл.

Чăваш Енре пурăнакансем хĕсметре ытларах контракт мелĕпе юлма тăрăшаҫҫĕ. Вĕсем пирки ҫар ҫыннисем ырăпа ҫеҫ пĕлтернине каланă Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май.

Пĕтĕм тĕнчере пулса иртекен лару-тăрусене пула, ҫамрăксене ҫарпа патриотизм енĕпе ҫыхăннă мероприятисене хутшăнтарни, тăван ҫĕршва хисеплеме вĕрентсе пыни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Сăмах май, Чăваш Республики Атăлҫи федераци округĕнчи 11 проектпа хастар ĕҫленине те каланă. Ачасене, яш-кĕрĕме патриотла воспитани парасси ҫине сахал мар тимлĕх уйăрнине те асăннă Пуҫлăх.  Республикăра ҫулсерен «Зарница» тата «Орленок» ҫар ăмăртăвĕсем иртеҫҫĕ. Ăна 1968 ҫултан пуҫласа кашни ҫул ҫамрăксем пĕтĕм кăмăлтан хутшăнаҫҫĕ, пĕлӳ шайне кăтартаҫҫĕ, хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыраҫҫĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртса чăтăмлăха, хастарлăха ҫирĕплетеҫҫĕ.   Чăваш кадет корпусĕнче вĕренекенсем ыттисемшĕн тĕслĕхре. Унти ҫамрăксем  Раҫҫей Федерацийĕн Хĕҫ-пăшаллă Вăйсене валли юрăхлă граждансем пулса ҫитĕнеҫҫĕ. Вăл объект ҫывăхĕнче пуласлăхра "Патриот» парк хута ярĕҫ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, пурсăмăр та пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫленине кура ҫитĕнӳсем пулса пыраҫҫĕ тенĕ. Ӳлĕмрен те кăтартусемпе палăрма чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Палăртса хăваратпăр, 2018 ҫултан пуҫласа Чăваш Республикинчен  2 684 яша хĕсмете ăсатнă. Ҫуркуннехи тапхăрпа – 1 359, кĕркунне – 1 325 салтак ҫар ретне тăнă. Салтака кайнисенчен кашни пиллĕкмĕшĕ аслă пĕлӳ илнĕ. 2019-мĕш ҫул валли ҫуркуннехи тапхăрпа яшсене ăсатмалли тĕллевсене палăртса хунă, Тĕп çар округĕн штабĕ çирĕплетнĕ нарядпа килĕшӳллĕн, 1 398 ҫынна ҫар хĕсметĕнче тăма ăсатĕҫ.

Фоторепортаж



26 марта 2019
12:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter