Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Виталий Мутко видеоканашлу ирттернĕ, вăл пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Виталий Мутко видеоканашлу ирттернĕ, вăл пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту ҫурт-йĕр тата хула хутлăхĕ наци проекчĕсем пурнăҫа епле кĕрсе пыни.    

2024-мĕш ҫулсем тĕлне 5 млн ҫемьене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăнине каланă Вице-премьер. Кун пирки РФ Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указĕнче те палăртнине асăннă вăл сăмаха тăсса, тĕллеве пурнăҫлас тесен, пурин те комплекслă ĕҫлемеллине, федераци проекчĕсене тухăҫлă халăх патне илсе ҫитермеллине асăрхаттарнă.  

«Эпир ку енĕпе пуҫласа ĕҫе тытăнман. Ҫурт-йĕр ҫавăрассипе, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен куҫарса лайăх хваттерсемпе тивĕҫерессипе тахҫанах ĕҫе кӳлĕннĕ, кăтартусем те ҫук мар», тенĕ Виталий Мутко. Уйрăм направленисемпе хăш-пĕр регионсем ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса. Паха ĕҫ опычĕ чăнласах та, пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă. Ҫамрăк ҫемьесене, енчен те вĕсем ипотека илеҫҫĕ пулсан, Правительство тĕрев памалли мерăсем ҫинчен ĕҫ хутне ҫирĕплетме палăртнă, 450 пин тенкĕ укҫан пулăшу уйăрма тĕллев лартнă. Кредит ставкине 6 процента ҫити хăварма май парасси те куҫкĕретех. Кун пирки Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ҫирĕплетсех каланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх тĕревĕ строительство тытăмĕшĕн уйрăмах паха тесе хакланă, ҫемьесем те хваттерлĕ пулаҫҫĕ, строительство та аталанать. Амăшĕн капиталĕ валли федераци 453 пин тенкĕ уйăрать, республика хыснинчен 100 пин куҫать сахал мар пулăшу.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, нумай ачаллă ҫемьесене ипотека кредитне саплаштарма 450 пин тенкĕ патшалăх куҫарса пани ҫав тери паха. Апла пулсан, ҫамрăк мăшăрсем хваттерлĕ пуласси куҫкĕретех тесе ырă хыпара каланă регион Ертӳҫи. Видеоканашлу вăхăтĕнче Виталий Мутко, Правительство хула хутлăхĕн пахалăх индексне хаклама май паракан методикăна хатĕрленине пĕлтернĕ.  

«Ҫирĕп йĕрке пурсăмăра та хăй патне туртăнма хистет. Аса илтеретĕп, 2024-мĕш ҫулсем тĕлне хăтлă мар хуласен шучĕ икĕ хут та пĕчĕкленмелле», тенĕ Вице-премьер. Хулан хутлăхне хăтлăлатассипе йышăннă федераци программипе тавралăха тирпей-илем кĕртессишĕн кăна ĕҫлемелле мар, инфратытăма та ҫĕнетсе пымаллине чĕнсе каланă ертӳҫĕ.  

Ҫулсене сармалла, ҫуртсем таврашне тирпейлемелле, коммуникаци инфратытăмне ҫĕнетмелле, пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен граждансене куҫарса, хăтлă хваттерсем памалла, парксене илемлетмелле тата ытти те тенĕ вăл.  

Ҫӳлерех асăннă наци программипе килĕшӳллĕн, 2019 ҫул валли Чăваш Республикинче объектсене ҫĕнетме 386,95 млн пăхса хăварнă.  

Палăртса хăваратпăр, 2017 ҫултан пуҫласа федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн пурĕ регионта нумай хваттерлĕ 116 ҫурт таврашне тĕпрен ҫĕнетнĕ, 4 парка илемлетнĕ, спорт учрежденийĕсене пуянлатнă. Ĕҫсене пурнăҫлама тĕрлĕ ҫăлкуҫсенчен пурĕ 593,6 млн тăкакланă.

Чăваш Енре тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ĕҫ малалла та пырать. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем анлăн пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ, чылай объект тĕпрен хăтлăланать.

Фоторепортаж



26 марта 2019
07:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter