Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Патшалăхăн наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комитетăн ларăвне хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в заседании Государственного антинаркотического комитета Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕ Владимир Колокольцев видеоконференци ирттернĕ. Унăн ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – медиа анлăхĕнче наркотик пĕлтерĕшĕ сарăлассинчен сыхă тăрасси.  Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕ хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан информаци тытăмĕнче тĕрлĕ программăсен витĕмлĕхĕпе наркотика сарас хăрушлăх сиксе тухма пултарассине асăннă. Тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юраманнине асăрхаттарнă вăл.  

«Раҫҫей Федерацийĕн Шалти ĕҫсен министерстви пурĕ наркотик енĕпе йĕрке пăснă 18 пин тĕслĕхе тупса палăртнă. Вĕсене информаци технологийĕсемпе усă курнă. Сахал мар сайтсене хирĕҫленĕ, вĕсен ĕҫне чарса лартнă. Усал наркăмăшсем пирки хыпарсене салатма чару тунă», – тенĕ Владимир Колокольцев.

Интернетра тата МИХсенче наркăмăшсем пирки рекламăсене чармалли ҫинчен ҫирĕп саккун йĕрки хатĕрленессине те хыпарланă Министр. Хăш-пĕр культура мероприятийĕсенче, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче ҫынсене ҫӳреме ирĕк паракан йĕркене те палăртмалла. Енчен те ачасем ҫула ҫитмен пулсан, аслисем валли хатĕрленĕ программăсене пачах та пăхма юрамасть.    Ку енĕпе те ҫирĕп йĕрке пулмаллине асăрхаттарнă вăл. Чару йышăнса хăварнипе кăна ҫителĕксĕр, граждансем хушшинче профилактика ĕҫне йĕркелемелле. Мĕнпур служба ĕҫченĕсен пĕр-пĕринпе килĕшсе, наркăмăшпа алхасакансене тупса палăртассипе тухăҫлă ĕҫлесе пымалла. Ун чухне тен йĕрке пуласси куҫкĕретех пулĕ тенĕ сăмаха тăсса Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕ Владимир Колокольцев.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ асăннă ыйтăва татса парас ĕҫе волонтерсем те витĕм кӳме пултараса шанса каланă. «Пирĕн ҫамрăксене саккунсăр майпа сутăнакан таварсенчен сыхă тăма вĕрентмелле. Интернет ҫыхăнăвĕнче те йĕрке хуҫаланмалла, специалистсен кулленех асăрхамалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть.   Чăваш Енре ҫамрăксем пуҫаруллă, хастар кăмăллă. Усал ĕҫ тăвакансене тӳрĕ ҫул ҫине тăма пулăшасса пурсăмăр та ĕненетпĕр», – каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр, 2017 ҫулта Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви студентсенчен хастарсен ушкăнĕн реестрне туса хатĕрленĕ. 100 ытла яш-кĕрĕм   профилактика ĕҫĕсене хутшăнать. Социаллă ҫыхăнусенче ятарлă материалсем хатĕрлесе халăха воспитани парассипе тимлеҫҫĕ. Хăшĕсем Интернетри усал хыпарсене тупса палăртассипе ĕҫлеҫҫĕ, ҫийĕнчех специалистсене пĕлтереҫҫĕ, кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварма витĕм кӳреҫҫĕ.  

2018 ҫулта 14 сайта тĕрĕслев кăларма ятарлă службăсене тăратнă. Специалистсем  айăплисене явап тыттарнă.  

Пĕлсе тăма:

2018 ҫулта наркотикпа ҫыхăннă тĕслĕхсене сахал мар тупнă, 160 ҫынна саккунпа килĕшӳллĕн айăпланă. Интернет-лавккасем час-часах таварсене граждансем патне илсе ҫитереҫҫĕ, ку енĕпе те вĕсем йĕрке пăсни куҫкĕретех, 10 ресурса пăрахăҫланă.

Роскомнадзор Управленийĕн регионти уйрăмĕн ĕҫченĕсем массăллă информаци хатĕрĕсене тăтăшах тĕрĕслесе тăраҫҫĕ, кунсăр пуҫне пичет кăларăмĕсене тишкереҫҫĕ, телекуравсене асăрхаҫҫĕ, радиоканал тата ытти ҫыхăнусене сăнаса пыраҫҫĕ, наркотик хатĕрĕсемпе усă куакансемпе тата вĕсене сутакансемпе кĕрешеҫҫĕ.

Фоторепортаж



26 марта 2019
14:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter