Чăваш Ен Правительствин ларăвĕнче Чăваш Республикин Пурне те тивĕҫлĕ медицина страхованийĕн территори фончĕн 2018 ҫулхи бюджетне епле пурнăҫлани пирки ыйтăва пăхса тухнă

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Правительствин ларăвĕнче Чăваш Республикин Пурне те тивĕҫлĕ медицина страхованийĕн территори фончĕн 2018 ҫулхи бюджетне епле пурнăҫлани пирки ыйтăва пăхса тухнă.  

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче тивĕҫлĕ медицина страхованийĕн территори фончĕн 2018 ҫулхи бюджетне туллин пурнăҫланнине хыпарланă. Унăн калăпăшĕ 14,3 млрд танлашнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăсса.

Тупăшăн тĕп ҫăлкуҫăсем Раҫҫей Федерацийĕн ытти бюджетсен тытăмĕсенчен каялла тавăрса памалли мар пулăшусем.  

Федерацин тивĕҫлĕ медицина страхованийĕн территори фончĕн 2018 ҫулхи бюджечĕ урлă республика тытăмне субвенци мелĕпе 13,5 млрд куҫнă.

Бюджетăн тăкак пайĕ 14,3 млрд пулнă, ăна туллин пурнăҫланă.

Запас пăхса хăварнă укҫана медицина пайĕнче тăрăшакансен пĕлӳ шайне ӳстерме, квалификацине хăпартма, медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма тăкакланнă, унăн виҫи 66,3 млн танлашнă.  

Ларура бюджет сферинче ĕҫлекен финансистсен бюджет саккунĕсене ҫирĕп пăхăнмалли пирки те сăмахланă.

Обществăна социаллă пулăшусемпе ҫыхăннă темăсем ҫивĕч пĕлтерĕшлĕ, енчен те специалистсем йĕркене пăхăнса пымаҫҫĕ пулсан, вĕсене явап тыттармалла тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.



27 марта 2019
15:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter