Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕпе Михаил Мамиашвилипе тата Раҫҫей Федерацийĕн Геройĕпе, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕпе, Николай Гаврилов генерал-лейтенантпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев поздравил Николая Гаврилова с избранием на пост президента Федерации спортивной борьбы ЧувашииПуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕпе Михаил Мамиашвилипе тата Раҫҫей Федерацийĕн Геройĕпе, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕпе, Николай Гаврилов генерал-лейтенантпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Раҫҫей Федрацийĕнче тата Чăваш Республикинче кĕрешӳ спортне аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ, унта шăпах та, пухăннисем  Николай Гаврилова Чăваш Республикин кĕрешӳ спорчĕн президенчĕ пулма сасăланă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăна саламланă, ҫитĕнӳсемпе малашне те палăрма каланă.

«Чăваш Ен – спорт регионĕ.  Ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсем хушшинче тĕнче Кубокне ҫав тери ҫӳллĕ шайра ирттернĕ. Нумаях пулмасть Европа Первенстви те республикăшăн пысăк кăтарту пулса тăчĕ. Пирĕн юниорсем тĕнче, Раҫҫей шайĕнче иртекен ăмăртусенче яланах пысăк ҫитĕнӳсемпе палăраҫҫĕ. Апла пулсан, Чăваш Енри кĕрешӳ спорчĕн пуласлăхĕ пысăкки никама та иккĕлентермест», – тенĕ регион Ертӳҫи.    

Чăваш Республикинче кĕрешӳ спортне аталантарса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ тесе ҫирĕплетсе каланă Михаил Мамиашвили.

«Республика ертӳлĕхĕ витĕм кӳни хăйех пысăк хăват кӳрет. Пурсăмăр та пĕрле килĕшсе ĕҫлесен, ҫитĕнӳ пуласси куҫкĕретех. Чăваш Ен — ирĕклĕ майпа кĕрешекен хĕрарăмсене хатĕрлекен регион. Ҫамрăксене спортăн ҫак енĕпе аталантарма, ăсталăха туптама вĕрентессине ĕненетпĕр», – палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫейĕн Кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн президенчĕ. Сăмах май, Николай Гавриловăн паха ĕҫ опычĕ пурри ҫинчен каланă, спорт пĕрлĕхĕнче те унăн авторитечĕ пысăк тесе хакланă.   

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем регионта массăллă спорта аталантарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнă. Спорт учрежденийĕсем модернизациленни, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем хута кайни –пурсăмăрăн кăмăлне те уҫса яраҫҫĕ тенĕ вĕсем.  Ялсенче, хуласенче ачасем спортăн тĕрлĕ енĕпе хăйсен сывлăхне ҫирĕплетсе пыраҫҫĕ. Вĕсемпе ĕҫлеме квалификациллĕ тренерсем хатĕрлес ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  Специалистсен тавракурăмлăхне ӳстерсен, спортсменсем тата та анлăрах ăмăртусенче палăрĕҫ.  

Фоторепортаж



27 марта 2019
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter