Кăҫал ҫурхи ĕҫсем Чăваш Енре ака уйăхĕн варринчен тытăнасси паллă

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ. 2019 ҫулта ҫуркуннехи уй-хир ĕҫĕсене вăхăтра ирттересси пирки тарăн сӳтсе явнă, ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов калаҫнă.

Палăртса хунă тăрăх, кăҫал ҫурхи ĕҫсем Чăваш Енре ака уйăхĕн варринчен тытăнасси паллă тенĕ вăл. Кун пек лару-тăру, ҫанталăк лăпкă тăман чухне, 2011; 2012-мĕш ҫулсенче те пулкаланă тенĕ вице-премьер сăмаха малалла тăснă май.  

Палăртмалла, юлашки икĕ ҫул хушшинче регионта ҫурхи уй-хир ĕҫĕсене пуш уйăхĕн варринчен те тытăннă пулнă.

Тăпра нӳрĕк тăнине кура, ҫĕр ĕҫченĕсем вăхăтра курăксене сухалама, тыр-пула акма пуҫлаймаҫҫĕ. Кăҫал юр самай ҫунă, ытти чухнехинчен нумайрах, виҫерен те иртнĕ.  Тăпрара нӳрĕк мĕн чухлĕ упранса юласси, ҫанталăк епле тăнинчен те килет, типĕ пулсан, хăвăрт юр ирĕлсен, уяр тăрсан аптрамăпăр тенĕ вăл.

Тăпрара нӳрĕк сахал упраннă районсем: Улатăрта, Шăмăршăра, Ҫĕрпӳре.

Камсем вăхăтра ҫуракине тухаҫҫĕ, вĕсен тухăҫлăхĕ те пысăк пулĕ. Кĕске вăхăтра ҫурхи ĕҫсене вĕҫлеме тăрăшмалла тесе чĕнсе каланă вице-премьер.

Кăҫал ҫурхисене 310 пин га ҫинче акса хăварма плана кĕртнĕ. Пурĕ мĕнпур акса ҫитĕнтермелли лаптăк кăҫал 540 пин га йышăнать. Кĕрхисене пĕлтĕр 102,8 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса хăварнă.    

Сергей Артамонов республикăри хуҫалăхсем вăрлăхсем ҫителĕклĕ таран хатĕрленине хыпарланă. Мĕнпур вăрлăхран 88 процентне кондицине ҫитернĕ. Кăтарту япăх мар, пĕлтĕрхинчен пысăк.

Уй-хир ĕҫĕсене палăртнă вăхăтра тирпейлесе пуҫтарма пурĕ кăҫал хуҫалăхсене валли 1,8 млрд кирлĕ пулĕ тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче хуҫалăх ĕҫченĕсене кирек-епле ҫанталăкра та вăхăта вăраха тăсмасăр тĕплĕн ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă. Ытларах пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлемеллине, усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене те пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе тимлĕн пулмаллине палăртнă вăл сăмаха ҫавăрса.

Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви палăртнă тăрăх, регионта усă курăнмасăр выртакан ҫĕрсем 45 пин га йышăнаҫҫĕ, кăҫал вĕсенчен 18,2 пин га ҫĕр лаптăкне ĕҫлеттерме плана кĕртнĕ. 



27 марта 2019
16:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter