Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Ҫырăва пурнăҫа кĕртессипе йышăннă Плана Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ҫирĕплетнĕ

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, унта шăпах та Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Федераци Пухăвне янă Ҫырăвне пурнăҫа кĕртессипе йышăннă Плана пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă.

Кун йĕркинчи ыйтупа Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева тарăн доклад туса панă. Пурĕ плана 91 мероприяти кĕртсе хăварнă. Вĕсем пĕтĕмпех Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указри тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă.    

Сывлăх сыхлавĕнчи тухăҫлăха ӳстерес, демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ҫине тимлĕх уйăрнă.   

2019 ҫулта ачасене валли тунă 20 поликлиникăна тĕпрен ҫĕнетме пăхса хăварнă. Кунсăр пуҫне кăҫал 26 ФАП хута ярасси те кун йĕркинче.  

Асăннă тытăма цифрăласси пĕлтерĕшлĕ. Медицина ĕҫченĕсемпе сипленме пыракансем хушшинче электронлă ҫыхăну та пулмалла. Халăха диспансеризаци кăларасси те кирлĕ пек шайра пулса пырасси куҫкĕретех.  

Граждансене социаллă пулăшу парасси ҫине тимлĕн пăхмалла. Сахал тупăшлисене, пĕччен пурăнакан ватăсене, нумай ачаллă ҫемьесене тĕрев парасси кун йĕркинчех.

Вĕрентĕвĕн пахалăх шайне ӳстерсе пымалли пирки сăмахланă.  Ҫуртсене тĕпрен ҫĕнетмелле, пурĕ 17 объектра строительство ĕҫне пурнăҫламалла.  Ҫĕнĕ Шупашкарта «Кванториум» технопарк хута ямалла, ялсенчи шкулсен пурлăхпа техника базине пуянлатмалла. 2020-мĕш ҫултан пуҫласа регионта   «Земский учитель» программа ĕҫлеме тытăнĕ.  

Экономика секторне вăй илтересси ĕҫ тухăҫлăхĕпе ҫыхăннă. Пысăк технологи витĕмлĕхĕ те хăват кӳрет, предпринимательлĕхĕн ҫирĕпленмелле.

Ял хуҫалăх таварĕсене экологи тĕлĕшĕнчен паха шайра  тирпейлесе кăларасси пĕлтерĕшлĕ.  «Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин халăхăн пурнăҫ ырă енне куҫса пынине туймаллине калать. Плана пурнăҫа кĕртес тесессĕн, пурин те пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлемелле. Палăртса хунисем хут ҫинче кăна тăрса юлмалла мар. Вĕсемпе кашнин тĕллевлĕн ĕҫлесе пымалла. Тĕрĕслев ҫирĕп пулмалла, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмалла»,   каланă Михаил Игнатьев.



27 марта 2019
14:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter