Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче Сывлăх сыхлавĕн министерствин 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă

 Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн докладĕнче пĕлтĕр ҫынсем вилнĕ шучĕ маларахи ҫултан чакнине хыпарланă, кăтарту 154 ҫын сахалланнă тенĕ вăл.  

Чăваш Республикинче вăрăм ĕмĕрлисем нумайланаҫҫĕ, халăх вăтамран 73,5 ҫулран  та иртсе пурăнни те куҫкĕретех. Апла пулсан, республикăра ҫĕршыв Ертӳҫи ҫу уйăхĕнче алă пуснă указри тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе тимлĕн ĕҫлени паллă. Условисем пурăнма лайăх, халăх кăмăллă, ҫулсем иртни нимĕн те мар, кунран-кун савăнса ҫынсем хăйĕн ĕмĕрне тăсаҫҫĕ.   

«Арҫынсен сывлăхне упрассипе ятарлă программа республикăра ĕҫлеме пуҫланă, ăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕн пуҫарăвĕпе йышăннă. Бюджетран 46 млн тăкакланă. Кăтарту та ҫук мар, ҫынсем сывлăха ҫирĕплетесси ҫине пысăк тимлĕх уйăрни, специалистсем паха медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерни паллă», ­– тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май.

Юлашки 6 ҫул хушшинче юн ҫаврăнăшĕн чирĕсемпе вилекенсен  шучĕ 19 процент пĕчĕкленнĕ, автомашина ҫулĕсем ҫинче пулнă инкексенче те вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнисем сахалланнă, онкологи чирĕпе аптраса вилекенсем нумай мар.    Кăтарту 2015 ҫулхинчен 6,4 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Ку енĕпе регионта ĕҫ-пуҫ аван, Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсемпе танлаштарсан та япăх мар.   

Сывлăх сыхлавне кирлĕ пек шайра аталанса пыма финанс тĕлĕшĕнчен республика хыснинчен пулăшу куҫарни паха. Медицина учрежденийĕн пурлăхпа техника базине пуянлатса пыни те куҫкĕретех.  

Юлашки икĕ ҫул хушшинче медицина хатĕрĕсене 1 млрд туяннă. Кунсăр пуҫне васкавлă пулăшу памалли 91 автомашина ­илнĕ.

Пĕлтĕр медицина учрежденийĕсене тĕпрен юсама 794 млн тăкакланă, 2019 ҫул валли 851 млн уйăрнă.

2019 ҫулта ҫĕнĕ 26 ФАП тума плана кĕртнĕ. Кăҫал республикăра пысăк поликлиникăн строительство ĕҫĕ вĕҫленет. Унăн хакĕ 793 млн танлашать.  Паянхи кун объектра строительство ĕҫне 60 процента ҫити пурнăҫланă.  Хулари Ача-пăча больницине реконстркцилеме сахал мар укҫа пăхса хăварнă, унăн виҫи 450 млн танлашать.

2018 ҫулта сывлăх сыхлавне аталантарма пурĕ 21,5 млрд тăкакланă. Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче ҫулсерен сывлăх сыхлавне республика хыснинчен тĕрев куҫарасси ӳссе пынине палăртнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тулаш сăлтавсенчен вилекенсен йышĕ пирки чарăнса тăнă, пĕлтĕр 1697 ҫын вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă, вăл шутран 52 ача пурнăҫĕ татăлнă.

«Профилактика ĕҫне миллиардшар тăкаклатпăр. Онкологи чирĕпе вилекенсен шучĕ курăмлăнах чакрĕ, чĕрепе аптраса пурăнакансем те сахалланнă. Пур-пĕрех тулаш сăлтавсенчен вилекенсен шучĕ пĕчĕк мар», палăртнă республика Пуҫлăхĕ. Тĕрлĕ ведомствăсем хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусем ҫирĕп пулмалла. Профилактика ĕҫне обществăлла организацисен те хутшăнмалла.  Интернет ҫыхăнăвне те ҫирĕп тĕрĕслевре тытмалла. Волонтерсен халăха сывлăха упрассипе ҫыхăннă мероприятисене явăҫтарса пыма витĕм кӳмелле.  

«Ҫынсен сывлăхне упрасси  – патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ» тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетсе.  

 



27 марта 2019
18:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter