РФ Патшалăх канашĕн спорта аталантарассипе ĕҫлекен ушкăнăн пĕр пайне Михаил Игнатьев ертсе пынă

Михаил Игнатьев возглавил рабочую подгруппу «Развитие физической культуры и спорта» Госсовета РоссииПуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕҫлĕ визитпа пулнă.

Унта вăл  туризм, спорт ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ĕҫ ушкăнĕн ларăвне хутшăннă.

Ĕҫ ушкăнне Приморье крайĕн Губернаторĕ Олег Кожемяко йĕркелесе ертсе пынă. Мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕ Павел Колобков, Раҫҫей Федерацийĕн экономика Министрĕн ҫумĕ Сергей Галкин, РФ Президенчĕ ҫумĕнчи спорта аталантарассипе ĕҫлекен Канашăн секретарĕ Алексей Кулаковский, Раҫҫей туризмĕн ертӳҫи Зарина Догузова пулнă.

Ларăва пухăннисем ĕҫ планне пăхса тухса ҫирĕпллетсе хăварнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене сӳтсе явнă, вĕсене татса парассипе асăннă тĕрлĕ сĕнӳсене итленĕ.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫ ушкăнĕн пĕр пайне ертсе пыракан ертӳҫĕ.  Ҫавăн пекех вăл ушкăнра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин. Ĕҫ ушкăнĕн иккĕмĕш пайне Свердловск облаҫĕн Кĕпĕрнаторĕ Сергей Кувайшев ертсе пырать.   

Спорта хальхи пурнăҫпа тан аталантарса пырас тесен, инфратытăма ҫĕнетмелле, инвестици климатне лайăхлатмалла, халăхпа тăтăшах сывлăха ҫирĕплетсе пыма май паракан мероприятисем йĕркелемелле, спорт резервне хатĕрлемелле, квалификациллĕ специалистсене ҫителĕкĕ вĕрентсе кăлармалла.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăра спорт инфратытăмне ҫĕнетессие пурнăҫланă ĕҫсем пирки тĕплĕн каласа панă.  Халăха массăллă спорта явăҫтарассипе сахал мар мероприятисем ирттернине асăннă вăл хăйĕн докладĕнче.   

Паллă, Чăваш Республики спорта аталантарассипе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче, кăна ертӳҫĕсем пĕр хутчен ҫеҫ мар каланă, хăнасем те тăтăшах ҫирĕплетеҫҫĕ. Регионти мĕнпур граждансенчен 44,8 проценчĕ кулленех хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме спортăн тĕрлĕ енĕпе хăйсен ăсталăхне туптать. Кăтарту сахал мар, пурĕ 551 пин ҫын.

Юлашки 5 ҫул хушшинче спорта тĕрлĕ ҫăлкуҫран пурĕ 13,6 млрд тăкакланă.  

2019 ҫулта республика хыснинчен 1,1 млрд пăхса хăварнă спорта витĕм кӳме.

Регион федераци йышăнакан тĕрлĕ программăсене хастар хутшăнать.  Юлашки пиллĕк ҫул хушшинче пĕтĕмпе спорт валли пурĕ 20 объект хута янă. Сахал мар учрежденисене тĕпрен ҫĕнетнĕ, реконструкциленĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕслĕх вырăнне, кашни уйăхра регионта Сывлăх кунне ирттерни пирки каласа кăтартнă, вăл кун халăх спорт учрежденийĕсене хăйсен  сывлăхне тӳлевсĕр ҫӳренине асăннă.   

Тепĕр пысăк ӳсĕм, граждансем ГТО формине пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшсах ĕҫлени. Ҫынсем спора кăмăл тунине, хăйсем маттуррине ҫирĕплетеҫҫĕ. Ҫак ĕҫе Чăваш Енре пурĕ 134 пин ҫын кӳлĕннĕ. Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан фестивальсенче регион тивĕҫлĕ вырăн йышăнать, кашни ҫулах Раҫҫейри чи ăнăҫлă аталанакан пиллĕк регион шутне кĕрет.

Ҫитĕнӳсем – шкулсенче спорт уйрăмĕсем хăватлă пулнинче. Пурĕ ялсенчи 150 спортзала тĕпрен ҫĕнетнĕ. Кăҫал тата та 30 спортзала модернизацилеме плана кĕртсе хăварнă. Условисем пĕтĕмпех чаплă пуласси куҫкĕретех.

Спорта аталантарасси - патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăнине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Спорта халăх йышлăн ҫӳретĕр тесен мĕнпур сферăра тăрăшакансен тухăҫлă ĕҫлемелле.  Спорт министерстви кăна тăрăшни ҫителĕксĕр. Шкулсенче, ача сачĕсенче, ҫемьере спорта хисеплеме, юратма вĕрентмелле. Сывă пулни – пурăнас ĕмĕре тăсать. Енчен те пурсăмăр та тăрăшсан, наци тĕллевĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма меллĕрех пулĕ тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Ларăвĕнче регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейри  пиллĕк енлĕн кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн президенчĕпе Вячеслав Аминовпа ĕҫлĕ калаҫу ирттернĕ.  

Асăннă спортăн тĕсĕпе регионта «Отделфинстрой» ТМЯО ĕҫлекен директор, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Алексей Мурыгин тимлет, ăна 2017 ҫулта чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче йĕркелесе янă.

Михаил Игнатьев паян РФ туризм агенствин ертӳҫипе Зорин Догузовпа  та тĕлпулу ирттернĕ. Вĕсем федераци программисене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра канашланă. Спортăн пуласлăх ыйтăвĕсем ҫинчен те чарăнса тăнă.  

           



29 марта 2019
17:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter