«Хĕрарăм – ертӳҫĕ» республикăра ирттернĕ конкурс ҫĕнтеӳҫисене, савăнăҫлă лару-тăрура саламлама Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн юратнă мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пĕрле килсе ҫитнĕ

Объявлены имена победительниц XVII Республиканского конкурса «Женщина – лидер»Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Хĕрарăм – ертӳҫĕ» республикăра ирттернĕ конкурс ҫĕнтеӳҫисене, савăнăҫлă лару-тăрура саламлама Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн юратнă мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пĕрле килсе ҫитнĕ. 

Конкурса пĕтĕмпе 37 хĕрарăм-ерӳҫĕ хутшăннă.  Вĕсем сывлăх сыхлавĕнче, культурăра, вĕрентӳре, ял хуҫалăхĕнче, предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем.   Кашни ăстаҫăна шавлăн сцена ҫине кĕтсе илнĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хĕрарăмсенчен кашни хăйне евĕр пултаруллă та маттур тесе хакланă.  Ҫирĕп конкурс витĕр тухса ҫĕнтерӳҫĕ ята илни – республика чысне ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклеме хăват кӳнине асăннă вăл. Регионта хĕрарăмсем валли условисем сахал мар, вĕсене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур енсем ҫителĕклĕ. Ача-пăчасене ҫитĕнтерме, вĕрентсе кăларма, тĕрĕс ҫул ҫине тăратма меллĕ. Сăмах май, республика Пуҫлăхĕ республика хыснинче тăкак пайне ытти ҫулхисенчен самай пысăк виҫе пăхса хăварнине, кăтарту 65 млрд танлашнине асăннă. Паллă, укҫан пысăк пайĕ социаллă сферăсене вăй илтерме тăкакланĕ тенĕ сăмаха ҫавăрса. Социаллă сферăна – 14 млрд, вĕренĕве – 17 млрд, сывлăх сыхлавне 18 млрд ытла уйăрса хăварнă. Республикăра кăҫал та ФАПсем, культура ҫурчĕсем, ача сачĕсемпе шкулсем тăвас ĕҫ малалла та пырĕҫ. Пĕр сăмахпа каласан, ял тăрăхĕсенче халăха пурăнма чаплăран та чаплă условисем йĕркеленеҫҫĕ.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче ача-пăчасене воспитани парас ыйту ҫине ытларах тимлĕх уйăрнă.  Мĕн ачаран пепкесене тăван кĕтесе, атте-аннене, тус-юлташсене, тăван ҫĕршыва хисеплеме тата юратма вĕрентни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă Пуҫлăх.

Чăваш Енре Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕпе Ашшĕсен канашĕ курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ, вĕсем ҫемье йăли-йĕркисене упрама, ыррине ҫеҫ пурнăҫра вĕрентсе пынине тепĕр хут палăртса каланă регион ертӳҫи. Организацисен пайташĕсем халăхпа тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем ирттернине те палăртнă вăл.  

Паллă кун,  конкурс ҫĕнтерӳҫисене дипломсем тата парнесем парса чысланă.

Чи ăста ертӳҫĕ ята Алена Семенова ҫĕнсе илнĕ, вăл Шупашкарти «Ҫăлкуҫ» ача сачĕн ертӳҫи пулса ĕҫлет.  Хисепе тивĕҫнисем: Татьяна Арюхина, Галина Иванова, Ирина Пигаваева, Наталья Бахмисова.

«Чăваш Республикин Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организацийĕн ертӳҫи Алевтина Федорова тата Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин торжествăлла пулăмра пухăннă хăнасемпе ҫĕнтерӳҫĕсене ăшшăн саламланă, ырлăх-сывлăх, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.

Саламсем ҫумне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов, Леонид Черкесов хутшăннă.  

Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн Ыркăмăллăх фончĕн Попечительсен канашĕн председателĕ Лариса Игнатьева сусăр ачасене ҫитĕнтерекен амăшĕсене медицина сĕнекен ятарлă хатĕрсем туянма сертификат парса чысланă.  

Уяв пысăк концертпа вĕҫленнĕ. Каярах хĕрарăм-ҫĕнтерӳҫĕсем Правительство ҫуртĕнче пулнă, республика Пуҫлăхĕпе пĕрле уҫҫăн калаҫнă. Конкурса хутшăннисем, хăйсене пысăка хурса хакланăшăн, регион Пуҫлăхне мухтаса тав тунă.

Фоторепортаж



04 марта 2019
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter