«Эскро счет йĕрки строительство ĕҫне пая кĕрекенсене хӳтĕлеме витĕм кӳрет», – палăртнă Михаил Игнатьев

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри  нумай хваттерлĕ ҫуртсене пая кĕрсе строительство ĕҫне пурнăҫласси пирки.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн докладĕнче, кăҫалтан пуҫласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федераци саккунĕнче ҫĕнĕлĕхсем пулассине хыпарланă.

Чăваш Республикин Строительство министерстви палăртнă тăрăх, регионта пурĕ 54 предприяти нумай хваттерлĕ 106 ҫурт хăпартассипе ĕҫлет. Вĕсем пая кĕрсе ĕҫлекенсемпе тачă ҫыхăнура.

Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Республикинче 6340 договор алă пусса ҫирĕпленĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 32 млрд танлашать.

«Халăх ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшать. Граждансен улталанса юлмалла мар. Енчен те вĕсем хваттерсем туянма пая кĕреҫҫĕ пулсан, вĕсен объектсене вăхăтра илмелле, чăрмавсем пулмалла мар»,  каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Республикăра пĕтĕмпе кредит организацийĕсем 11 шутланаҫҫĕ тесе хыпарланă Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко. Регионта виҫĕ организаци эскро счет йĕркипе тимлет, вĕсем: «Специализированный застройщик «Строительная компания «Центр» ТМЯО, «ТУС» АО, «Волгастройдевелопмент» ТМЯО. Строительство организацийĕсем Шупашкарти микрорайонсенче хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ.   

Михаил Игнатьев строительство организацийĕсене банксемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме сĕннĕ.

«Темиҫе те ҫулсем маларахри тапхăрта, хăй вăхăтĕнче 1000 ҫын ытла строительство ĕҫĕсенче улталанса юлнă. Укҫисене тӳленĕ, анчах та вăхăтра е тата пачах та хваттерлĕ пулайман. Аран-аран ыйтăва тапратса, уҫăмлатса пĕтернĕ пулнă. Кун пек пăтăрмахсем ӳлĕмрен пулмалла мар. Пурин те ултавҫăсенчен сыхă пулмалла. Строительство организацийĕсен хăйсем ҫине илнĕ ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫламалла»,  тесе чĕнсе каланă вăл.  



04 марта 2019
15:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter