Чăваш Енре WorldSkills Russia-2019 Наци чемпионатне икĕ компетенципе суйласа ирттерĕҫ

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка ирттернĕ. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем «Ҫамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) чемпионатăн ĕҫне пĕтĕмлетнĕ, палăртмалла, мероприяти кăҫал нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен иртнĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов кăҫал чемпионат ҫав тери пысăк калăпăшпа иртнине асăннă. Унта пĕтĕмпе Чăваш Енрен тата ҫĕршыври 12 регионтан 350 ҫын ытла хутшăннă. Мероприятине йĕркелесе ирттерме студентсем, волонтерсем чылайăн пулăшнă, вĕсен шучĕ 250-ран та иртсе кайнă. Конкурса хутшăннисен ĕҫне 400 ытла эксперт хакланă. Ҫĕнтерӳҫĕсем Хусанта кăҫал ҫу уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуҫласа ҫу уйăхĕн 24-мĕшĕнчен тупăшĕҫ.     

«Палăртнă тăрăх, Чăваш Енрен пиллĕк ҫын хутшăнать кăҫал Хусанта иртекен ăмăртусенче», тесе хыпарланă хăйĕн сăмахĕнче Сергей Кудряшов.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев    чемпионата ирттернĕ йĕркелӳҫĕсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă, мероприяти регионта ҫав тери ҫӳллĕ шайра пулнă тесе хакланă. Ашшĕ-амăшĕсене, ăмăртуҫăсене, вĕрентекенсене уйрăммăн мухтанă, вĕсен ҫитĕнĕвĕсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăннă тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Ĕҫ профессисем хушшинче тăтăшах ҫакăн йышши ăмăртусене йĕркелемелле, чи хастаррисене, пултаруллисене тупса палăртма витĕм кӳреҫҫĕ вĕсем тесе сăмаха ҫавăрнă регион Ертӳҫи.

«Ҫĕр улми – 2019» пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртнĕ курав пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕ доклад туса панă, ҫитĕнӳсем пирки каласа хăварнă.    Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртнĕ мероприятинче Раҫҫейри 20 регионтан сумлă хăнасем килсе ҫитнĕ. Кашни хăйсен паха ҫĕр улмин сорчĕсем пирки халăх патне ҫĕнĕлĕхсене илсе ҫитерме тăрăшнă. Ĕҫ программисене пурĕ Раҫҫейри 37 регионтан 500 ытла ҫын хутшăннă.   

Ватă ҫынсене валли ҫак палăртнă кун сутăҫăсем хăйсен таварĕсемпе тивĕҫтернĕ, ятарлă специалистсем вĕсене тӳлевсĕр киле ҫитерсе пама витĕм кӳнĕ. Пĕтĕмпе ҫӳлерех асăннă кун 54 тонна ҫĕр улми вăрлăхне сутнă халăха.   

«Малтан ҫак курава Мускавра ирттернĕ пулнă. Халĕ вара, палăртма кăмăллă, Чăваш Енре иртет.  Ҫынсемшĕн ҫĕр улми яланах иккĕмĕш ҫăкăр вырăнĕнче пулнă», – тесе каланă хăй сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

Канашлура ытти актуаллă ыйтусене те хускатнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.  

Тĕслĕхрен Муркаш районĕнче нумай ачаллă ҫемьесенче ҫитĕнекен шăпăрлансене вĕренӳ учрежденине епле илсе ҫитерме условисем йĕркелени пирки сăмахланă. Пысăк ҫухрăмра вырнаҫнă шкула ачасем хăйсем тĕлĕн ҫитни пăшăрхантарнă ашшĕ-амăшне. Саккун йĕркисем тăрăх, шкул автобусĕпе ачасене ача садне ҫити илсе пыма юрамасть. Кун пек тĕслĕх уйрăмах хумхантарнă.

«Ҫынлăх тени мала тухмалла. Саккунсем ҫине йăвантарма кирлĕ мар», – тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пӳлсе.   Вырăнти ертӳлĕхсен, министерствăн ыйтăва уҫăмлатмалла тесе асăрхаттарнă вăл.   

Михаил Игнатьев тепĕр ҫивĕч ыйту пирки те сăмах пуҫарнă. Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе хăш-пĕр ыйтусем сиксе тухнă. Тариф сăлтавсăр пысăклатнă тĕслĕхсем пуррине каланă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шалти ĕҫсен министерствине йĕрке пăсакансене ҫийĕнчех тупса палăртма каланă, май килнĕ таран айăплисене саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарма сĕннĕ.   

Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тарăн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.   



04 марта 2019
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter