Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă, ҫĕнĕ технологисене курса ĕненнĕ

Михаил Игнатьев: «Приоритет у тех предпринимателей, кто работает открыто и публично, ведёт социально ответственный бизнес»Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти ҫăкăр пĕҫерекен 1-мĕш №-лĕ заводра пулнă, производствăн ĕҫĕпе паллашнă, ҫĕнĕ технологисене курса ĕненнĕ.

Республика Ертӳҫине пысăк технологисем пирки каласа панă, ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă, ҫĕнĕлĕхсем пирки ăнлантарнă вырăнти специалистсем. Таварсен пахалăх шайне ӳстерессишĕн тавракурăмлăха ҫăкăр пĕҫерекенсем кулленех ӳстерсе пынине хыпарланă завод ертӳҫи.

Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Елена Бадаева хăйĕн сăмахĕнче, таварсене вĕсем нимĕнле хими таврашне хутăштармасăрах тирпейлесе кăларнине пĕлтернĕ регион Пуҫлăхне Михаил Игнатьева. Производство 25 тĕрлĕ тавар калăплать.  Кăҫал ҫулталăк пуҫламăшĕнчех таварсен йышĕ тата та ӳсрĕ тенĕ организаци ертӳҫи сăмаха малалла тăснă май.

Михаил Игнатьев ҫĕнĕлĕхсене курса хакланă, специалистсене тăрăшуллă ĕҫленĕшĕн мухтанă, халăхшăн пархатарлă тавара тирпейлесе кăларнăшăн тав тунă.  Сирĕн ҫитĕнӳсем куҫкĕретех тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.

«Сирĕн предприяти яланах ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурса ĕҫлесе пырать. Таварсен тĕсĕсем чылай. Халăх сире шанать, пахалăхĕпе мăнҫланмаллипех мăнаҫланать. Ҫĕршывра конкуренци тени пысăк, анчах та эсир пурне те парăнтарса мала тухса пыратăр. Сирĕн тĕрлĕ-тĕрлĕ таварсем ялан ҫынсене илĕртнĕ, илĕртеҫҫĕ те», – палăртнă регион Пуҫлăхĕ.

Предприяти уҫăмлă ĕҫлет, налуксене вăхăтра тӳлет, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине асăннă республика Ертӳҫи.  

«Паянхи пурнăҫ таппинче, тепре чухне халăхра хура ҫăкăра хирĕҫленине курма пулать. Ку пачах та тĕрĕс япала мар. Ҫынăн организĕмĕшĕн кирлĕ витаминсем чылай ҫăкăрта. Кун пирки манма юрамасть. Реклама кăна пăхса, пурнăҫа ҫĕнĕлĕхсем кĕртмелле мар. Микроэлементсем яланах усăллă ҫыншăн. Хура ҫăкăра хисеплемелле, ăна апат-ҫимĕҫрен кăларма юрамасть», тесе шухăша палăртнă Михаил Игнатьев.   

Канашлу вăхăтĕнче республика Пуҫлăхĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки чарăнса тăнă, патшалăх пулăшăвĕсем ҫинчен ăнлантарса панă вырăнти халăха.

Завод пĕлтĕр 14 пин тонна тавар тирпейлесе кăларнă, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 600 млн танлашнă. Пĕлтĕр куланай республика хыснине  134 млн хывнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна илес пулсан, регионта пурĕ ҫăкăр пĕҫерекен 57 завод шутланса тăнине каланă. Вĕсенчен 22-шĕ пĕчĕк предприятисен йышĕнче тенĕ сăмаха тăсса. Ҫăнăх хакĕ республикăра аван, кăтарту Атăлҫи тăрăхĕнче чи пĕчĕкки хыҫҫăн тепри шутланать.  

Фоторепортаж



05 марта 2019
16:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter