Кăҫалтан пуҫласа 2024-мĕш ҫулччен корпоративлă программăсемпе ĕҫлеме предприятисем валли федераци хыснинчен 361 млрд патшалăх енчен пулăшу пама пăхса хăварнă

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн ҫумĕ Дмитрий Козак видео-конференци ирттернĕ. Унăн ĕҫне Раҫҫейри мĕнпур регионсен ертӳҫисем хутшăннă, Чăваш Енрен республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă.

Канашлура организацисене корпоративлă программăсемпе килĕшӳллĕн, патшалăх пулăшăвне парса тивĕҫтермелли йĕрке пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

Дмитрий Козак хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫейри промышленноҫ предприятийĕсен таварĕсене хамăр тăрăхра кăна мар, ют ҫĕршывсене валли те юрăхлă тирпейлесе кăлармаллине асăннă, пахалăх енчен тĕнче шайĕнче пулмаллине чĕнсе каланă.  

«Ыйтусене татса пама федераци бюджетĕнчен 2019–2024-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе 422 млрд куҫарасси паллă. Вăл шутран корпортативлă программăсемпе ĕҫлеме 361 млрд тăкакланасси те куҫкĕретех», – тенĕ вице-премьер.

Кăҫал нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче РФ Правительствин йышăнăвĕ пичетленсе тухнă. Унта шăпах та, организацисен пĕрлехи списокне тăратнă, корпоративлă программăсене пурнăҫа кĕртмелли килĕшӳсен йĕркине палăртнă.  Патшалăх енчен предприятисене субсиди мелĕпе тĕрев куҫĕ. Инвестициллĕ программăсемпе ĕҫлеме, пысăк технологисене пурнăҫа кĕртме меллĕ пулĕ.

«Пирĕн тĕллев – Раҫҫей промышленноҫĕн потенциалĕпе туллин усă курасси. Палăртнă ыйтусемпе ĕҫлеме банксен тытăмĕпе тӳр килесси», – каланă Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн ҫумĕ.

Регионсен ертӳҫисене наци тĕллевĕсене пурнăҫласа пыма мĕнпур ресурссемпе ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă вăл.  

«Пирĕн хамăрăн ҫĕршыври промышленноҫ предприятийĕсене хăватлантарма витĕм кӳмелле. Ĕҫлеме условисем хатĕрлесе тăратмалла. Тĕнче шайĕнче палăрассишĕн ырми-канми тăрăшмалла», - сăмаха пĕтĕмлетнĕ вице-премьер.

Раҫҫейри пĕрлехи организацисен шутне ытларах тухăҫлă ĕҫлесе пыраканнисем кĕрĕҫ, камсен тавар пахалăхĕ пысăк шайра уйрăмах вĕсем пĕлтерĕшлĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăрĕҫ.

Конкурса кăҫал ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен уҫĕҫ. Ҫурла уйăхĕнче пĕтĕмлетӳсем тума тĕллев лартнă. 

Фоторепортаж



05 марта 2019
15:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter