Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрне 10 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă

Федеральный центр травматологии, ортопедии и эндопротезирования отметил 10-летие со дня основанияПуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрне 10 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май, предприяти ҫитĕнĕвĕ пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсенче кăна мар, ĕҫлеме пĕлекен профессионалсенчен те нумай килнине асăннă. Ĕҫ ушкăнĕ ҫав тери пысăк тавракурăмлă тесе хакланă, Раҫҫейри 55 регионтан халăх тăтăшах учрежденине хăйсен сывлăхне сиплеме килнине, вĕсен медицина пулăшăвĕсемпе кăмăллă пулнине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă Республика Пуҫлăхĕ.  

2019 ҫулта учреждени ҫумĕнче хушма корпус йĕркеленесси те планра пур.  Объекта федераци программине кĕртсе хăварнă, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан 2019-2020-мĕш ҫулсенче федераци енчен тĕрев куҫасси те паллă, унăн калăпăшĕ 350 млн ҫитĕ.  

Гладков урамĕнче вырнаҫнă объектсене тирпейлесе пымаллине, инфратытăма ҫĕнетмеллине асăннă Пуҫлăх. Микрорайонта ҫуртсем паха пĕр-пĕринпе килĕшсе лармаллине асăнса хăварнă.

Паллă кун, хăйсен ĕҫчешĕсене, пухăннă хăнасене Федераци центрĕн ертӳҫи, тĕп врачĕ Николай Николаев саламланă. Вăл пысăк ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă,  технологисем пирки ăнлантарса панă. Кулленех пысăк технологиллĕ медицина пурнăҫа кĕрсе пынине тепĕр хут ҫирĕплетнĕ тухтăр.  10 ҫул хушшинче пĕтĕмпе наукăпа тĕпчев енĕпе те сахал мар пысăк ĕҫсем пурнăҫланă. Медицина ĕҫченĕсем пĕлӳ шайне хăпартса пыни те куҫкĕреткех.  

Паянхи куна илес пулсан, сиплев учрежденийĕнче пурĕ 500 ытла специалист вăй хурать. Вĕсем ют ҫĕршывсенче хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма тăрăшаҫҫĕ, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсене тĕпе хурса халăха сыватма тăрăшаҫҫĕ.

Николай Николаев республика ертӳлĕхне пысăк пулăшусем парса пулăшнăшăн, Чăваш Республикинче сиплев учрежденийĕсене вăй илсе пыма тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

Раҫҫей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕн пулăшуҫи Ляля Габбасова мероприятине пухăннисене Раҫҫей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕн Вероника Скворцовăн салам йĕркисене вуласа панă. Ӳлĕмрен те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ, сиплев учрежденийĕ ҫĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, кунта тăрăшакансем хăйсен умне лартнă тĕллевсене туллин тата тухăҫлăн пурнăҫласа пынине ҫирĕплетеҫҫĕ тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева  Ляля Габбасова центра аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн мухтанă. 

Паллă кун ытти хăнасем те саламланă, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова медицина ĕҫченĕсене хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăҫланине, ырлăх-сывлăх, малашне те ҫитĕнӳсем тума сĕннĕ. 

Фоторепортаж



05 марта 2019
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter