Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти строительство пайĕнче тăрăшакан ертӳҫĕсемпе, кредит организацийĕсенче тимлекенсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Проекты с использованием счетов эскроу более привлекательны для участников долевого строительстваПуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти строительство пайĕнче тăрăшакан ертӳҫĕсемпе, кредит организацийĕсенче тимлекенсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.

Республика Пуҫлăхĕ Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указри наци тĕллевĕсене пурăҫлассипе ырми-канми ĕҫлемеллине, ҫурт-йĕр строительствин калăпăшне ӳстермеллине чĕнсе каланă.

«2025-мĕш ҫул тĕлне ҫурт-йĕр строительствин калăпăшĕ 920 пин тăваткал метр пулмалла ҫулталăкра. Пирĕн тĕллев – ҫурт-йĕр илме черетре тăракансене вăхăтра тивĕҫтересси», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

Хулари микрорайонсенче хваттер илес текенсен йышĕ сахалах мар.  2018 ҫулта пурĕ 18 407 граждан ипотека кредитне  пĕтĕмпе 29,26 млрд  илнĕ, кăтарту пĕчĕк мар, ытти ҫулхисенчен пысăкрах.

Строительство кирлĕ пек шайра аталанса пытăр тесе, сахал мар тĕрев куҫать патшалăх енчен. Предприятисене объектсене хăпартса лартма ҫĕр лаптăкĕсемпе те тивĕҫтереҫҫĕ. Строительство ĕҫне комплекслă йĕркелесе пыма пурĕ 56 проект хатĕрлесе тăратнă.

2019 ҫулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа Чăваш Республикинче эскроу счетчĕсемпе строительство пайне усă курма условисем йĕркеленĕҫ.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн докладĕнче паянхи куна илес пулсан, регионта ҫӳлерех палăртнă условисемпе «Специализированный застройщик «Строительная компания «Центр», «ТУС» АО тата «Волгастройдевелопмент» ТМЯО ĕҫленине хыпарланă.  Хăш-пĕр ытти строительство предприятийĕсем те ĕҫ хучĕсене банксене тăратнине асăннă министр сăмаха малалла тăснă май.

«ТУС» АО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче эскроу счетчĕпе ĕҫлекен проектсем туянакансене ытларах килĕшнине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев пая кĕрсе строительство ĕҫне хутшăнакансене хӳтĕлес ĕҫе пысăк тимлĕх уйăракан организацисене мухтанă.  

Чăваш Республикин Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2019 ҫулта пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регионта нумай хваттерлĕ 106 ҫурта халăх пая кĕнĕ, хăйсен тӳпине тӳленĕ. Пурĕ ҫакăн пек условисемпе 54 строительство предприятийĕ тăрмашать.  

Михаил Игнатьев строительство организацийĕсен ертӳҫисене ҫĕнĕлĕхсемпе тĕплĕн паллашма хушнă, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те тишкерсе тухмаллине асăннă, халăх сĕнĕвĕнчен пăрăнма юраманнине, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесе пымаллине палăртнă.

Фоторепортаж



06 марта 2019
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter