Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев нумай ачаллисене тата чи лайăх ĕҫлесе хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă

Михаил Игнатьев вручил государственные награды лучшим труженицам и многодетным матерямПуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин  амăш мухтавĕн  «Анне» паллине илнисене тата ытти хисепе тивĕҫнисене Правительство ҫуртĕнче савăнăҫлă лару-тăрура чысланă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Алевтина Федорова хутшăннă.

Михаил Игнатьев мероприятине пуҫланă май, килсе ҫитнĕ хăнасене ҫывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламланă, патшалăх наградисене тивĕҫнĕ ятпа мухтанă.

Паянхи пурнăҫра хĕрарăмсем кирек-епле профессире те ҫитĕнӳсемпе палăрни куҫкĕретех. Вĕренӳре, медицинăра, спортра, экономикăра, суту-илӳпе промышленноҫра, ял хуҫалăхĕнче вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк вырăнта. Сахал мар хĕрарăм патшалăх тата муниципалитет службисенче вăй хурать. Право хуралĕнче те вĕсен тӳпи пысăк.

«Паян зала тĕрлĕ професси ҫыннисем пухăннă. Сире пурсăра та ĕҫченлĕх, тăрăшулăх, яваплăха туйни пĕрлештерсе тăрать. Эсир хăвăра шанса панă ĕҫсене ялан ҫӳллĕ шайра пурнăҫлатăр. Тирпейлĕхĕр те сирĕн малти вырăнта», – палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Нумай чухне, эсир ҫитĕнӳсемпе палăрса ĕҫленине кура, регион тăнăҫлă аталанса пырать, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать. Экономика пĕр тикĕс вăй илсе пырать, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ те хăпарса пырать. Кашни ҫын, кашни ҫемье ырлăха туять, лайăх пурнăҫшăн хĕпĕртет тенĕ вăл.   

Регион Пуҫлăхĕ республикăра яланах хĕрарăм сăнарĕ ҫутă пулнине, вĕсене хисепленине палăртнă, вĕсем кăмăл-туйăма, чун-чĕрене ҫемҫетнине, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳнине те асăнса хăварнă.  

«2012-мĕш ҫулхипе пăхас пулсан, нумай ачаллă ҫемьесен шучĕ 52 процент пысăк. Ку паллах, регионта пурăнма хăтлă условисем пуррине ҫирĕплетет. Паян республикăра пĕтĕмпе 12,5 пин ҫемье нумай ачаллă шутланать. Апла пулсан, хĕрарăмсем регионта хӳтлĕхе туяҫҫĕ, хăйсене юратнине, хисепленине ĕненеҫҫĕ»,  – хушса каланă республика Пуҫлăхĕ.   Патшалăх енчен те сахал мар тĕрев куҫать. Социаллă пулăшăва тивĕҫекенсен йышĕ те чылай. Нумай ачаллисене пурĕ кăҫал пĕтĕмпе патшалăх енчен 8 миллиард тенкĕ уйăраҫҫĕ. Пĕлтĕрхинчен палăртнă калăпăш 18 процент пысăкрах пулни сисĕнет. Социаллă политикăна 14 миллиарда яхăн тăкакланасси те планра пур. Кăтарту каллех, 2018 ҫулхинчен 10,7 процент пысăкрах.

«Хушма пулăшусене граждансен пурнăҫне ырă енне куҫарма тăкаклаҫҫĕ.  Пулăшу вăхăтра куҫса пырать Кун пирки никамăн та иккĕленме кирлĕ мар», – ҫирĕплетсе каланă республика Пуҫлăхĕ.  

Ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Ҫырура федераци хыснинчен нумай ачаллисен тăкакне саплаштармалли пирки асăннă. Енчен те 2019 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа мăшăрсен виҫҫĕмĕш е тата малалли пепкесем ҫуралнă пулсан, вĕсен ипотека кредитне 450 пинне патшалăх хăй ҫине саплаштарма илĕ тесе тепĕр хут аса илтерсе хăварнă регион Пуҫлăхĕ. Хĕрарăм кил вучахĕн управҫи. Вĕсем ҫемье ăшшине сыхласа пыраҫҫĕ, ачасене чун ҫемҫелĕхне парнелеҫҫĕ, пурне те ҫирĕп сывлăх, иксĕлми телей, юрату сунатăп тенĕ хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Республикăра пуҫласа Чăваш Республикин  амăш мухтавĕн  «Анне» паллине паян савăнăҫлă лару-тăрура парса чысланă. Хисепе тивĕҫнисем хушшинче, Ирина Моисеева, вăл Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнать, мăшăрĕпе вĕсем тăхăр ача пăхса ҫитĕнтерсе ура ҫине тăратнă, республика Ертӳҫине хăйсем патне тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав тунă. 

  Шупашкарти кооператив институчĕн экономика факультечĕн деканĕ Елена Школьника Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ ята парса хисеп тунă.

Мĕнпур пухăннă хисепе тивĕҫнĕ хĕрарăмсем республика Ертӳҫине хăйсем патне тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав тунă.

 

Фоторепортаж



06 марта 2019
16:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter