Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев предприяти тата организаци ертӳҫисемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Обсуждены вопросы предоставления государственной поддержки организациям, реализующим корпоративные программы повышения конкурентоспособности в рамках национального проекта «Международная кооперация и экспорт»Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев предприяти тата организаци ертӳҫисемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту предпринимательлĕх тытăмне, енчен те вĕсем корпоративлă программăсемпе усă кураҫҫĕ пулсан, патшалăх тĕревне парасси тата ытти те.  

Организацисем хушшинче экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсен ҫитĕнĕвĕсене пăхса 2018 ҫулта Чăваш Республикинче ятарлă конкурс йĕркеленĕ пулнă. Паян, шăпах та ҫĕнтерӳҫĕсене савăнăҫлă лару-тăрура Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.   

Пĕрремĕш степеньлĕ диплома В.И. Чапаев ячĕллĕ Шупашкарти производство пĕрлешĕвĕ, «Хевел» ТМЯО тата  «Каскад» «Наукăпа производство пĕрлешĕвĕ» АО тивĕҫнĕ.  

Иккĕмĕш вырăна «Химпром» ПАО, «Лента» АО, «Чебоксарский элеватор» АО тухнă.

Виҫҫĕмĕш вырăна вара «Ядринмолоко» тата «Перкарбонат» ТМЯО ҫĕнсе илнĕ.  

Михаил Игнатьев диплома тивĕҫнисене малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă, каялла чакма юраманнине палăртнă.

Республика Пуҫлăхĕ ҫакăн пекех паян «Аркто» ТМЯО инвестициллĕ проекта пурнăҫа кĕртме ҫĕр лаптăкне пани пирки ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнине те ырă хыпара пĕлтернĕ.  Индустри паркĕ Канаш хулинче хута кайĕ. Енчен те планпа пăхса хăварни пĕтĕмпех пурнăҫлансан, халăх валли ҫĕнĕ 100 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.

«Канаш хули хăватлă аталанса пыракан муниципалитет.  Предпринимательлĕх пайĕ унта вăй илет, патшалăх тĕревĕ те сахал мар, ҫăмăллăхсем те пур», тесе асăннă хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин наци тĕллевĕнче стратегиллĕ ыйтусене палăртнă, пысăк технологисене тĕпе хурса производствăсене аталантарса пыма хушать. Экономика хăватлăхĕ шăп та, пысăк технологи вăй илнинчен килет тенĕ вăл сăмаха тăсса.

«Наци тĕллевĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма федераци хыснинчен 956 млрд тăкаклама плана кĕртнĕ.  Промышленноҫ пайĕнчи проекта пурнăҫа кĕртме 422 млрд куҫасси те куҫкĕретех. Ҫăмăллăх кредичĕсем те чылай, вĕсен калăпăшĕ 361 млрд танлашать», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме ятарласа йĕрке те ҫирĕплетнĕ, промышленноҫ предприятийĕсем валли патшалăх тĕревĕ те кăҫал ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен куҫма пуҫлать.

Михаил Игнатьев Чăваш Ен предприятийĕсен таварĕсем тĕнчери 79 ҫĕршывра саланнине хыпарланă. Апла пулсан, пирĕн тăрăхра калăпланса тухакан таварсен пахалăхĕ ют ҫĕршыврисенчен те лайăхрах пулни куҫкĕретех.  Ял хуҫалăх таварĕсене экспорта куҫарассипе активлă ĕҫлет республика.

Енчен те палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăҫлас пулсан, промышленноҫ пайĕнчи ресурссемпе пĕлсе тата тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан Светлана Ананьева патшалăх пулăшăвĕсем пирки тĕплĕнрех ăнлантарса панă,  ҫăмăллăхсем пирки те асăнса хăварнă, ҫирĕп йĕркесем ҫинчен те чарăнса тăнă.  

Фоторепортаж



07 марта 2019
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter