Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Чебоксарское предприятие «Сеспель» АХО директорĕпе Владимир Бакшаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

В 2019 году ЗАО «Чебоксарское предприятие «Сеспель» поставит на рынок 2 тысячи единиц прицепов и полуприцеповПуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Чебоксарское предприятие «Сеспель» АХО директорĕпе Владимир Бакшаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем предприятийĕн аталанăвĕ пирки чарăнса тăнă, ҫитĕнӳсем ҫинчен канашланă.

Предприятийĕн ҫаврăнăшĕ 2018 ҫулта 3,5 млрд танлашнă. Кăҫал вĕсен калăпăшĕ тата та ӳсесси паллă, вăтамран 6 млрд иртесси те планра пур тенĕ организаци ертӳҫи. Вĕсен таварне тĕрлĕ ҫĕршывсем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ, пахалăхне те пысăка хурса хаклаҫҫĕ. Сахал мар Чăваш Ен Правительстви те тĕрев парать тенĕ предприяти ертӳҫи сăмаха малалла тăснă май.  

2018 ҫулта «Сеспель» АХО 1,2 пин прицеп тирпейлесе кăларнă,  2019 ҫулта кăтарту 2 пине те ҫитĕ-ха тенĕ ертӳҫĕ сăмаха ҫавăрса. Предприяти аталанса пыма условисем чаплă, производство лаптăкне ӳстерме ҫĕр те ҫителĕклĕ пулнине каланă предприяти пуҫлăхĕ. Производствăра паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан хатĕрсемпе пĕтĕмпех усă курнине хыпарланă вăл республика Пуҫлăхне Михаил Игнатьева. Организацине малалла талпăннăшăн, производство калăпăшне ӳстерсе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Палăртмалла, организацире ĕҫлекенсен вăтам ĕҫ укҫи ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле 56 пине те ҫитесси паллă, енчен те производство калăпăшĕ 7 млн ҫывхарать пулсан.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем «Роскосмос» патшалăх корпорацийĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлес ыйтусене те хускатнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.   

Фоторепортаж



07 марта 2019
15:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter