Чăваш Енре 2020-мĕш ҫулта самбо енĕпе Раҫҫей чемпионачĕ иртет

В 2020 году в Чувашии пройдет чемпионат России по самбоПуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 2018 ҫулта Чăваш Енĕн чысне хӳтĕленĕ спортсменсемпе савăнăҫлă лару-тăрура пулнă. Раҫҫей, тĕнче шайĕнче спорт ҫитĕнĕвĕсемпе палăрнă ветерансем тата ытти спортсменсем торжествăлла пулăмра регион Пуҫлăхĕн саламне йышăннă.  

Чаплă уяв Я.Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче пулнă. Паллă пулăма Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов, Пĕтĕм Раҫҫейри самбо федерацийĕн вице-президенчĕ, Чăваш Енри уйрăмĕн самбо президенчĕ Евгений Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева тата ытти официаллă хăнасем пуҫтарăннă.   

Михаил Игнатьев пухăннă ентешсене ҫывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламланă, ветерансене спорта аталантарас ĕҫе пысăк тӳпе хывнăшăн тав тунă.   Ҫитĕнӳсем яланах пулас ăрăва вăй-хăват кӳнине, малалла ăнтăлма пулăшнине каланă.

«Хăй вăхăтĕнче ҫав тери чаплă спорт хатĕрĕсем те пулман. Пур-пĕрех спорта халăх юратнă, хавхалансах ҫӳренĕ. Тĕнче шайĕнчи ăмăртусене тухса, Чăваш Республикин сумне ҫӳле ҫĕкленĕ», тесе каланă хăй сăмахне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Тин ҫеҫ Лана Прусакова спортра пысăк ҫитĕнӳ тунине, унăн тĕслĕхĕ ҫамрăксемшĕн паха тесе каланă вăл сăмаха тăсса. Красноярскра иртекен Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиадăра ылттăн медаль тивĕҫнĕ хĕрупраҫ чăн-чăн тĕслĕх. Унпа эпир пурсăмăр та мăнаҫланмаллипех мăнаҫланатпăр тенĕ Михаил Игнатьев.     Самбо енĕпе те Хусанта пулнă Раҫҫей чемпионатĕнче пирĕн спортсменсем виҫĕ ылттăн медаль тивĕҫнĕ. Вăл шутран Елена Бондарева пурне те кая хăварса пĕрремĕш вырăна тухнă.

2020-мĕш ҫулта Пĕтĕм тĕнче шайĕнче хĕрарăмсем хушшинче самбо енĕпе спорт ăмăртăвĕсем пулаҫҫĕ, кун пирки Пĕтĕм Раҫҫейри самбо федерацийĕн ертӳлĕхĕпе калаҫса килĕшнине асăннă республика Пуҫлăхĕ.

2019 ҫулта Чăваш Республикинче Шупашкарта ҫăмăл атлетикăпа 100-мĕш чемпионат иртет. «Палăртнă спорт тĕсĕ тахҫанах ĕнтĕ йăлана кĕнĕ. Пирĕн республикăра ăна хисеплени куҫкĕретех. Патшалăх енчен тĕрев парасси паллă. Спорта витĕм кӳнĕ яланах, малашне те ҫаплах пулĕ», тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха ҫавăрса.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2024-мĕш ҫулсем тĕлне кулленех спорта ҫӳрекенсен йышне 55 процента ҫитерессишĕн пурин те тăрăшмаллине яланах аса илтерсе тăрать. Кун пирки никамăн та манма юрамасть тесе хушса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Михаил Игнатьев мероприятинче хăйĕн ҫĕнĕ советникĕпе, Евгений Селивановпа паллаштарнă.  Вăл ӳлĕмрен спортпа ҫыхăннă ыйтусене татса парассипе тимлĕ тесе пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ.  

Торжествăлла пулăмра хисепе тивĕҫнĕ спортсменсене чечексем парса чысланă.

Саламсем ҫумне ҫак кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле спорт министрĕ Михаил Богоратов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева хутшăннă.  

Уяв яланхиллех пысăк концертпа вĕҫленĕ, халăх кăмăллă юлнă. 

Фоторепортаж



07 марта 2019
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter