Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри промышленноҫ таварĕсене саккунсăр майпа сутассинчен асăрхаса тăракан Комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Глава Чувашии поручил принять дополнительные меры в борьбе с контрафактной продукциейПуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри промышленноҫ таварĕсене саккунсăр майпа сутассинчен асăрхаса тăракан Комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.

Ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ларура тапратнă ыйтусем тавара экспорта куҫарассипе ҫыхăннине, питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Мĕн чухлĕ таварсен пахалăх шайĕ пысăк, ҫавăн чухлĕ вĕсен тĕнче шайĕнчи рынока тухма майсем уҫăлĕҫ», – тесе палăртса каланă республика Пуҫлăхĕ.   

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Раҫҫей Правительстви пĕлтĕр ҫулталăк вĕҫĕнче таварсен ҫаврăнăшне сăнаса тăма май паракан Концепци ҫирĕплетнине асăннă. Маркировка хăйне евĕр паллă. Кун пек ĕҫ пулса пыни  тимлĕхе упрать тесе тепĕр хут каласа хăварнă вăл.   Хăватлă тытăм паянхи пурнăҫ таппинче халăха суя таварсенчен пăрать, кирек-хăш вăхăтра та граждансем таварсем пирки туххăмрах лавккасенче туяннă чухнех вуласа пĕлме пултараҫҫĕ интернетра.  

Нумаях пулмасть, РФ Правительствин йышăнăвĕ пичетленсе тухнă. Унта шăпах та, корпоративлă программа пирки, ăна патшалăх тĕревĕпе тивĕҫтересси ҫинчен каланă. Кун пирки те аса илсе хăварнă регион Пуҫлăхĕ.   

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева хăйĕн докладĕнче пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, таварсен пахалăхне тĕрĕслессипе сахал мар тухса кĕнине, кăтарту 590 ҫитнине асăннă. Йĕрке пăснă тĕслĕхсем те пулкаланă тесе хыпарланă вăл сăмаха тăснă май.  

Раҫҫей Суту-илӳ министерстви шалти рынокра таварсен пахалăхне хӳтĕлессипе ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăларма сĕнӳ тăратнă.  Саккунсăр майпа таварсем халăх патне ҫитесрен те кулленех ҫирĕп асăрхамаллине палăртнă Министерство.

Роспотребнадзор Управленийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн докладĕнче таварсене тĕрĕслев витĕр кăларнă чух тĕл пулакан йăнăшсем пирки чарăнса тăнă, йĕрке пăсакансене ҫийĕнчех асăрхаттарса хăварнине хыпарланă. Регионта уйрăмах пысăк кăлтăксем тупса палăртманнине те ҫирĕплетсе хăварнă ертӳҫĕ. Канашра, Красноармейски районĕнче предпринимательсем таварсен маркировкисене лартманнине асăрхама пулать тесе асăннă вăл.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ларăва пĕтĕмлетнĕ май, мĕнпур ыйтусемпе малашне те тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине каланă.

Фоторепортаж



07 марта 2019
14:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter