Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани

Юратнӑ хӗрарӑмсем!

Сире ҫуркуннехи пӗрремӗш уявпа – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Международным женским днемМартӑн 8-мӗшӗнче – пӗтӗм тӗнчипех паллӑ тӑвакан уявра арҫынсем хӑйсем сире хӗрӳллӗн юратнине, сирӗнпе хавхаланнине тата чунтан хисепленине уҫҫӑн пӗлтермешкӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Хӗрарӑмра ҫыннӑн пӗтӗм лайӑх енӗ туллин палӑрать, вӑл пурнӑҫа ҫутӑлӑх тата ҫураҫулӑх кӳрет. Сирӗн илемлӗхӗрпе ҫепӗҫлӗхӗр, пысӑк ӑсӑрпа хӗрхенӳлӗхӗр, ырӑ чунлӑхӑрпа чӑтӑмлӑхӑр хӑть хӑш саманара та паттӑрсене чӑн-чӑн паттӑрлӑх кӑтартма, тӗрлӗ ӳнер ӑстине искусствӑн вилӗмсӗр хайлавӗсене ӑсталама хавхалантарса тӑраҫҫӗ.

Чунӑр ӑшшипе ачашлӑхӑра ҫывӑх ҫыннӑрсене тараватлӑн парнелесе эсир вӗсене йывӑр самантсенче инкексенчен тата пурнӑҫри йӗрке­сӗрлӗхсенчен хӳтӗлетӗр, кил-ҫурта хӑтлӑх кӗртетӗр тата ӑна типтерлӗн тытса пыратӑр.

Хӑвӑрӑн пултарулӑх тата ӑс-хакӑл вӑй-хӑвачӗпе туллин усӑ курса эс­ир пурнӑҫӑн мӗн пур сферинчех паллӑ ҫитӗнӳсем тӑватӑр, ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ тата яваплӑ пулнипе арҫынсене ырӑ тӗслӗх кӑтартатӑр. 

Чӑваш Республикинче амӑшлӑхпа ачалӑха сыхласси, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Кашни хӗрарӑм хӑ­йӗн чи паха енӗсене ҫемьере те, професси ӗҫ-хӗлӗнче те, общество пур­нӑҫӗнче те туллин уҫса пама пултартӑр тесе кирлӗ пек мӗн пур майсене туса пама тӑрӑшатпӑр.

Сире чун ӑшшишӗн, пысӑк ӑсӑршӑн тата пире пулӑшса пынӑшӑн тавтапуҫ! Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗнӳсем тата ырлӑх сунатӑп, чу­нӑрта яланах ҫуркунне чечеклентӗр! Телейлӗ пулӑр тата хӑвӑра юратнине туллин туйса тӑрӑр!

 

Чӑваш Республикин    Пуҫлӑхӗ                                                 Михаил Игнатьев



08 марта 2019
07:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter