Чăваш Енре экологи уйăхлăхĕ иртет

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – тавралăха тирпей-илем кĕртесси.

Чăваш Республикин ҫутҫанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫласа пыракан Александр Ефремов ыйтăва тĕплĕнрех ҫутатса панă. Регионта ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуҫласа ҫĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕччен экологи енĕпе икĕ уйăхлăх пулассине пĕлтернĕ.  

Регионта массăллă субботниксем, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе, ҫӳп-ҫапа таврара пухассипе курăмлă мероприятисем плана кĕртсе хăварнине хыпарланă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.  Йывăҫ-тĕмсем лартса хăварас ыйту та кун йĕркинчех. Вăрмансене упрасси, шывсене тасатса тăрассипе ҫыхăннă самантсем те пĕлтерĕшлĕ.  Мĕн пур ĕҫсене районсенче, хуласенче ирттерме тĕллев лартнă. Чи ҫивĕч тăракан ыйту – халăх, пухма юраман вырăнсенче, ҫӳп-ҫапа купалани. Ку енĕпе уйрăмах активлă ĕҫлемелле, айăплисене тупмалла, ҫийĕнчех явап тыттармаллине чĕнсе каланă ертӳҫĕсем.  «Халăх тĕрĕслевĕ» проект пурăҫа анлăн кĕрсе пырать. Пĕтĕм Раҫҫейри халăх фрончĕ тĕрлĕ проектсене ҫивĕч асăрхаса тăрать. Тĕрĕслевпе асăрхав службисем те ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех.

Юр кайса пырать, ун айĕнчен паллă, ҫӳп-ҫап тухса таврана илемсĕрлетет. Вăрмансенче усал ҫанталăксенче йывăҫсем сахал мар ӳкнĕ, вĕсене те пухса тирпейлесе хумаллине каланă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан. Палăртмалла, кăҫалтан пуҫласа, халăхăн вăрмантан ӳксе саланнă йывăҫ-тĕмсене пухса хуҫалăхра усă курма юрать. Кун пирки ĕҫ хутне те ҫирĕплетнине тепĕр хут асăнса хăварнă вăл. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ыйту питĕ актуаллă тесе сăмаха малалла тăснă. Ҫынсем сахал мар ҫӳлерех асăннă ыйтăва тапратнă. Вăрмансене ҫийĕнчех тасатса тăмасан, кайран кĕме те май пулмĕ, ҫатракасем иртен-ҫӳрекене чăрмав кӳресси те куҫкĕретех.   

Михаил Игнатьев ака уйăхĕн 15-мĕшне кĕтсе ларма юраманнине, часах ĕҫе кӳлĕнсен, хамăрах аван пулĕ тесе сăмаха ҫавăрса каланă. Юр кайса пырать, ҫийĕнчех ҫӳп-ҫапа тасатса пымалла тенĕ вăл. Сăмах май, кашни ҫул халăх тавралăха тирпейлес ĕҫе хастар хутшăннине, кăҫал та ҫаплах пуласса шанса каланă вăл сăмаха вакланă май. Тăван тавралăх ҫине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Чăваш Енре пурăнакансен культура шайĕ ырă енне куҫса пырать. Халăх тавралăха тирпейлемеллине ăнланать. Ялсенче, хуласенче те тирпейлĕх хуҫаланать. Ҫӳп-ҫапа хамăр пăрахатпăр, апла пулсан, хамăрăнах пуҫтармалла, кун пирки тĕлĕнмелле мар. Ҫак ĕҫе пурин те кӳлĕнмелле.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Агрегат завочĕ патĕнчи ҫĕр айĕнчен тухмалли ҫул пирки асăннă, лару-тăру питĕ кăткăс тенĕ. Кăҫал Чăваш Республикин тĕп хулине 550 ҫул ҫитрĕ, ҫавна май объектсене тĕпрен тасатса пымалла тесе аса илтернĕ вырăнти пуҫлăхсене. Халăха илсе ҫӳретмелли транспорт ыйтăвне те хускатнă паянхи планеркăра. Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков ыйтăва уҫăмлатнă.   Шупашкарта пассажирсене илсе çӳрекен компанисенчен пĕри хăйĕн автобусĕсене илсе кунтан пăрахса каять тенипе те ыйтса пĕлнĕ пуҫлăхран. Вăл çакăн чăнлăхне çирĕплетнĕ. Компани кунти сакăр маршрутпа ĕçлет. Унпа килĕшӳ тунă чух контрактра вăл хăш-пĕр маршрут çинче вăтам класлă автобуссемпе ĕçлессине палăртнă. Малтанлăха пысăк автобуссемпе ĕçлеме ирĕк панă, ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара пĕчĕкрех транспорт хатĕрĕсене маршрут çине кăларма шантарнă. Компани çак условие пурнăçлайман, çавăнпа хула администрацийĕн унпа тунă контракта ирĕксĕрех пĕр енлĕн татма тивнĕ. Хула администрацийĕн пуҫлăхĕ хамăрăн вырăнти предпринимательсем те çĕнĕ пилĕк теçетке ытла автобус туяннине палăртнă.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев мĕн пур улшăну пассажирсемшĕн пулмалли пирки асăрхаттарнă. Транспорт çӳревне çĕнĕлле йĕркеленĕ май чи малтан çынсен хăтлăхне тĕпе хумалла тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. 



01 апреля 2019
17:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter