«Арҫынсен сывлăхĕ» республика проектне федераци шайĕнче те пурнăҫа кĕртме сĕнӳ тăратнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Глава Чувашии Михаил Игнатьев предложил реализовать на федеральном уровне республиканский проект «Мужское здоровье»Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ĕҫ ушкăнĕн ларăвне хутшăннă.  «Сывлăх сыхлавĕ» пирки ҫыхăннă канашлăва Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуҫи, РФ Патшалăх канашĕн секретарĕ Игорь Левитин йĕркелесе ертсе пынă.  Палăртнă тĕллевсем ҫинчен Иваново облаҫĕн Губернаторĕ, ĕҫ ушкăнĕн ертӳҫи Станислав Воскресенский каласа кăтартнă. Кун йĕркинчи актуаллă ыйтусемпе Раҫҫей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕн ҫумĕ Евгений Камкин, Раҫҫейри хăш-пĕр регионсен ертӳҫисем,  тĕрлĕ ăсчахсем, обществăри паллă экспертсем калаҫнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сĕнĕвĕсене тăратнă. Арҫынсемпе хĕрарăмсем хушшинчи пурăнас ĕмĕрĕн уйрăмлăхĕсем пирки каласа кăтартнă, республикăра «Арҫынсен сывлăхĕ» проект пурнăҫа епле кĕрсе пыни ҫинчен ăнлантарса панă.  Федераци шайĕнче ҫакнашкал проекта йышăнсан та аван пулнă пулĕччĕ тенĕ ертӳҫĕ хăйĕн сăмахĕнче.

Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе усă курасси. 2012-мĕш ҫултан пуҫласа регионта пурĕ 179 ФАП ҫĕнетнĕ. 2019 ҫулта ҫĕнĕ 26 ФАП хăпартса лартма плана кĕртнĕ.   ФАПсене ҫĕнетме кăна укҫа уйăрмалла мар, киввисене тепре чухне тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелени те усси ҫук, ҫавăнпа та ҫĕнĕрен ҫĕклесе лартсан лайăхрах тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ачасене мĕн пĕчĕкрен сывă апата тимлĕх уйăрма вĕрентсе пымаллине каланă. Шкулсенче, ача сачĕсенче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ хатĕрсене вырнаҫтарса пынине асăннă.

Сывлăха ҫирĕплетме витĕм кӳрекенни – спорт. Ку шухăша ырланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ашшĕ-амăшĕсен кун пирки тăтăшах аса илтерсе тăмаллине, хăйсен паха тĕслĕх вырăнĕнче пулмаллине чĕнсе каланă. Организацисенче, предприятисенче массăллă спорта аталантарасси те тĕп ыйтусем пулмаллине уйрăммăн палăртса каланă ертӳҫĕ.

«Чăваш Республикин Правительствинче, хула, район администрацийĕсенче ĕҫлекенсем хушшинче, вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем пачах та усал ĕҫсем тумаҫҫĕ, пирус таврашне туртса пĕр ҫын та хăйсен сывлăхне аптратмасть», ҫирĕппĕн каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Фоторепортаж



01 апреля 2019
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter