«Физкультура тата спорт – Патшалăхăн социаллă политикин приоритетлă ҫул-йĕрĕ», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Регион Пуҫлăхĕ кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сӳсе явма пуҫличчен, чи малтан хăй ҫак кунсенче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ĕҫ ушкăнĕн ларăвĕнче пулни пирки кĕскен каласа панă.

Кăҫал авăн уйăхĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвĕпе РФ Президенчĕ ҫумĕнчи Канашăн пĕрлехи президиумĕн ĕҫĕ пулассине хыпарланă. Ун чухне Раҫҫейри субъектсен пĕлтерĕшĕ пирки тарăн сӳтсе явма тĕллев лартнине, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи спорта тата туризма аталантарасси ҫине пысăк тимлĕх уйăрассине пĕлтернĕ.

Спортпа туслӑ ҫынсен тӳпине 2024 ҫул тӗлне 55 процента ҫитермелле. Кун пирки план та тунă. Ялсенче спорт инфратытăмне ҫĕнетмелле, шкул стадионĕсене  ачасене явăҫтарассишĕн тăрăшмалла. Эпир спорт инфратытӑмӗн аталанӑвне инвестицисем хывас ӗҫе малалла тӑсатпӑр. Анчах та ҫав хушӑрах спорт сооруженийӗсемпе усӑ курас ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстермелле, спорт объекчӗсене тунӑ тата ӗҫлеттернӗ чухне патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн мелӗпе усӑ курма тӑрӑшмалла, мӗн пур спорт федерацийӗн ӗҫне кӑтартуллӑн вӑйлатмалла.  Раҫҫей гражданĕсен сывлăхне ҫирĕплетес тесен комплекслă ыйтусене татса памалла.  Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартассишĕн те ҫине тăрсах ĕҫлемелле.  Михаил Игнатьев ытларах ĕҫ коллективĕсем пирки чарăнса тăнă, спорта, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма пурне те чĕнсе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Эрех-сăра, пирус таврашне ҫывăха та яма юрамасть.

«Туризм, спорт» ĕҫ ушкăнĕнчи спорта аталантарассипе ĕҫлекен пая Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пырать. Ҫитес ларăва ҫу уйăхĕнче ирттерме плана кĕртнине те хыпарланă вăл.

«Спорт – патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Пирĕн сирĕнпе пĕрле пурсăмăрăн та ăна аталантарса пырассишĕн ырми-канми тăрăшмалла», тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн сывлăх сыхлавĕ енĕпе тимлекен ĕҫ ушкăнĕ пирки чарăнса тăнă, доклада кăҫал РФ Патшалăх канашĕн президиумне ҫĕртме уйăхĕнче тăратассине пĕлтернĕ.  



01 апреля 2019
13:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter