Чăваш Енре пурăнакан кашни виҫҫĕмĕш ҫын патшалăх пулăшăвне тивĕҫет

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе планерка ирттернĕ.  Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев граждансене социаллă пулăшу парассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра чарăнса тăнă, хăш-пĕр кăтартусемпе тĕплĕнрех паллаштарнă.

Граждансем 83 тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕсемпе усă кураҫҫĕ.

«Чăваш Енре пурăнакансенчен кашни виҫҫĕмĕшĕ социаллă тĕрев патшалăх енчен илет. Пĕтĕмпе 390 пин ҫын пулăшăва туять», – тенĕ министр хăйĕн сăмахĕнче.

Ĕҫсĕр тăрса юлнисене социаллă пулăшу пама пĕтĕмпе 292,9 млн уйăрнă.  8 288 ҫын кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа патшалăх тĕревне илнĕ.  Кăтарту питĕ сахалах мар, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарас пулсан 600 ҫын нумайрах. Ҫак тĕллевпе патшалăхăн хыснинчен 65,9 млн пăхса хăварнă.  

Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче, Правительство пособисен ҫĕнĕ виҫисем пирки ĕҫ хутне йышăннине пĕлтернĕ.  

«Граждансем, енчен те вĕсем ĕҫсĕр тăрса юлнă пулсан, учетра тăрсан, маларахри тапхăрсенче ҫулталăка яхăн пособи илсе тăнă пулсан, халĕ вара 6 уйăха малалла пуласси паллă.   Пособи виҫи хăпарнă. Ӳлĕмрен уйăхне 1500 тенкĕ граждансем илĕҫ, маларахри тапхăрта вара ҫак виҫе 8000 тенкĕпе танлашнă», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Пенси ҫулне ҫывхарнисем валли уйрăмах пулăшусем пур. Вĕсене ҫулталăкне 11 280 тенкĕ парса тăкака саплаштарассине пăхса хăварнă ĕҫ хутĕнче.  Ĕҫсĕр тăрса юлнисене ҫĕнĕрен вĕренсе кăларма, пĕлӳ шайне ӳстерме 2019 ҫулта 21,5 млн пăхса хăварнă. 1837 ҫын хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерме пултарĕҫ. Кăҫал кăрлач – пуш уйăхĕсенче 404 ĕҫсĕр тăрса юлнă ҫынна вĕренсе кăларма патшалăх енчен 1,9 млн тăкакланă.  Ҫемьере виҫҫĕмĕш ача ҫуралсан патшалăх пулăшăвĕ самай куҫать.

Ҫулланнă ҫынсене социаллă пулăшу парас ĕҫ те малалла пырать. 2019 ҫулта бюджетра 1 736,3 млн уйăрса хăварнă. Паянхи кун тĕлне пурĕ 207 пин ветеран, вĕсем тĕрлĕ категорире тăраҫҫĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Указĕпе килĕшӳллĕн, 65 пин ватă Чăваш Республикин ĕҫ ветеранĕ ята тивĕҫнĕ, вĕсен те ҫăмăллăхсем ҫителĕклĕ.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ кăҫал «Старшее поколение» регионти проекта пурнăҫа кĕртме сахал мар тĕрлĕ условисем йышăннине, 460 граждана вĕрентме тĕллев лартнине, вĕсене валли бюджетра 31 млн пăхса хăварнине хыпарланă.

Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерес тĕллевпе, 12 предприятире ĕҫлекен 325 ҫынна квалификаци пĕлĕвĕн шайне ӳстерме плана кĕртнĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăхсене патшалăх пулăшăвĕсем пирки анлăрах каласа кăтартма чĕнсе каланă. Кăҫал, енчен те ҫемьере виҫҫĕмĕш ача ҫуралнă пулсан, вĕсен ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май пур, ипотека кредитне илсе хваттер ыйтăвне татма пулать. Кун пек паха йышăну пирки Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин РФ Федераци Пухăвне янă Ҫырура та палăртнă пулнă.  



01 апреля 2019
16:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter