Бюджет кăтартăвĕн уҫăмлăхĕпе Чăваш Республики Раҫҫейре малта пыракан пиллĕк регион шутне кĕнĕ

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – Чăваш Республикин Финанс министерствин ĕҫ кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина 2018 ҫулта Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ 57,8 млрд танлашнине хыпарланă. 2017 ҫулхипе танлаштарсан пĕлтĕр кăтарту 12,2 процент чухлĕ хăпарнине асăннă ертӳҫĕ сăмаха малалла вакланă май.

Республика хыснин харпăр хăй тупăшĕ 37,9 млрд танлашать. Кăтарту каллех, 2017 ҫулхинчен пысăкрах 9,8 процент чухлĕ нумай. Налук пайĕпе курăмлă ĕҫлесе пыни куҫкĕретех тенĕ вице-премьер.

Республика наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе лайăх ĕҫлет. Федераци центрĕнчен те сахал мар тĕрев куҫать тенĕ ертӳҫĕ. Пурĕ федераци центрĕнчен 2018 ҫулта  каялла тавăрса памалли мар укҫа 19,3 млрд куҫнă, 2017 ҫулхипе илес пулсан 14 процент пысăк пулни сисĕнет.  

Тăкак пайĕ ӳсессин кăтартăвĕпе Чăваш Республики Атăлҫи федераци округĕнче 5-мĕш вырăнта тăрать. Инвестици явăҫтарасси аван пулса пырать.

Пахалăх шайне ӳстересси, обществăлла финанспа пĕлсе тата тухăҫлă ĕҫлесе пырассипе регион ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Бухгалтерсен ĕҫне централизацилесси те кун йĕркинчех. Ку енĕпе министерство ҫине тăрсах тăрăшать. Реформа пурнăҫа кĕрет, тухăҫлăх ӳсесси те куҫкĕретех.

Чăваш Республикин Финанс министерстви мĕнпур ыйтусемпе уҫăмлă ĕҫлет, ĕҫе халăха та явăҫтарать. 2018 ҫул кăтартăвĕсем тăрăх, ку енĕпе Чăваш Республики Атăлҫи федераци округĕнче 2-мĕш вырăнта тăрать. Раҫҫейре вара малта пыракан регионсен йышĕнче пирĕн республика, 5-мĕш вырăна тухнă.  

2018 ҫултан пуҫласа субъектра «Безналичная Чувашия» проект пурнăҫланма тытăннă. Кăтарту та ҫук мар, ҫитĕнӳсем пулсах пыраҫҫĕ тенĕ вице-премьер. Граждансем  тĕрлĕ пулăшусемпе усă курнăшăн, карттăпа тӳлеме пуҫланă. Ку вара халăхшăн чăнласах та, питĕ меллĕ. Ҫынсем кăна ырлаҫҫĕ, паха тесе хаклаҫҫĕ.

2018 ҫул ĕҫ кăтартăвĕсене Раҫҫей Федерацийĕн Финанс министерстви пысăка хурса хакланă. Чăваш Ен малта пыракан регионсен йышĕнче.  

Ырă енсене итленĕ хыҫҫăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пуласлăхри тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ӳлĕмрен те ырми-канми тăрăшма чĕнсе каланă. Финанспа ялан тĕллевлĕ тата тухăҫлă ĕҫлемеллине палăртнă.

Банк картти халăхра анлă сарăлнă. Усал ĕҫ тăма тăрмашакансем те чылайланнă. Халăх хушшинче асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть, банк карттин номерĕсене пули-пулми ҫынсене хыпарлама юраманнине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Финанс культурин шайне ӳстерсе пырассишĕн тимлемелле. Ҫынсене карттăсемпе усă курма вĕренмелле, профилактика пирки те манма юрамасть тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче финанс енĕпе шкулсенче уроксене плана кĕртнине те пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политики ятарлă вĕрентӳ хатĕрĕсене туяннă, Хусанти профильлĕ университетпа та килĕшӳ ҫирĕплетнĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  Ытларах халăха пăтăрмахсене кĕрсе ӳкесрен сыхă тăмалла тенĕ сăмаха пĕтĕмлете.



10 апреля 2019
16:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter