Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ лавккасенче контрафакт шутланакан алкоголь шĕвекĕсем пур пулсан, вĕсен ĕҫне чарса лартма хушнă

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ  финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче Федераци йышăннă саккунпа килĕшӳллĕн, бюджет пирки калакан Чăваш Республикин саккунне те ҫĕнĕлĕхсем кĕртмеллине асăннă.  Енчен те пĕтĕмпех ĕҫ хучĕсене йĕркелесе ҫитерсен, Раҫҫей Финанс министерствин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, республика хыснине хушма укҫа кĕресси паллă. Ларăва пухăннисем патшалăхăн тĕрĕслевпе асăрхав ĕҫĕсене йĕркелесе ирттермеллине сӳтсе явнă, эрех таврашне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă. Суя таварсенчен кулленех сыхă тăмаллине палăртнă.

Алкоголь продукцийĕн вак суту-илĕвĕнчи патшалăх тĕрĕслевне йĕркелес ыйтупа, экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева сăмах илнĕ. 

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева 2018 çулта суту-илӳрен контрафакт шутланакан алкоголь шĕвекĕсен 32 пин литрне туртса илнĕ тесе хыпарланă. Вĕсен хакĕ 13 миллион тенкĕлĕх тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев усал эрех этем сывлăхне пысăк сиен кӳнине палăртнă, тепĕр тесен, бюджета та укҫа кирлĕ пек виҫепе кĕрсе пыманни куҫкĕретех. Суя таварсене ҫирĕп тĕрĕслемелле, мĕнпур службăра ĕҫлекенсен пĕр-пĕринпе килĕшсе йĕрке пăсакансене тупса палăртассишĕн тимлемелле.   

«Сăмах çынсене эрехпе шăварасси пирки пымасть», — тенĕ Михаил Васильевич. Анлă ассортимент пулмалла, анчах хамăр патра туса кăларакан продукцин пахалăхĕ лайăх, хăрушлăх çук. Çак продукцирен кĕрекен акцизсем пирĕн бюджета пуянлатаççĕ. Усал эрех халăхăн сывлăхне хавшатать, тепре чухне вăхăтсăр ҫынсем пурнăҫран та уйрăлса каяҫҫĕ. Ҫакна пурин те асра тытмалла. Предпринимательсен уҫăмлă ĕҫлемелле. Усал наркăмăшлă таварсене граждансем патне илсе ҫитерме юрамасть тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  



10 апреля 2019
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter