Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртес ĕҫе ҫамрăксене хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев призвал молодежь республики принять активное участие в реализации национальных проектовАка уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекенсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче студентсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине пуҫлăхсенчен тивĕҫлĕ хуравсем илнĕ.

Мероприятине регион Ертӳҫипе пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов хутшăннă. 

Пухăннă студентсене саламланă май, Михаил Игнатьев ҫамрĕк яш-кĕрĕм яланах пуҫаруллă тесе каланă.

«Ҫамрăксемпе, ветерансемпе, тĕрлĕ обществăлла организацисен пайташĕсемпе тĕл пулса уҫҫăн калаҫасси ырă йăлара. Кун пек мероприятисем туни кирек-епле ыйтăва та туххăмрах татса пама витĕм кӳреҫҫĕ», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

 «Яшсемпе хӗрсене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫма, паха пӗлӳ ил­ме, професси тӗлӗшӗнчен йӗркеллӗ аталанса пырса ӳсме пулӑшмалли, рес­публикӑн общество пурнӑҫне явӑҫтармалли, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене тытса пырас ӗҫе хутшӑнтармалли лайӑх майсем туса парасси патшалӑхӑн ҫамрӑксен политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.    

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин РФ Федераци Пухăвне янă Ҫыру пирки те чарăнса тăнă Пуҫлăх, пысăках мар ялсенче те паха специалистсем пулмаллине, вĕсене валли аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисене хатĕрлесе тăратмаллине каланă. «Земский учитель»  программа 2020-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăҫа кĕме пуҫлĕ. Ялсенче ĕҫлекен педагогсем укҫан пулăшу та илесси планра пур.  Уҫă калаҫу вăхăтĕнче пухăннисем ырă ĕҫ тăвакансем пирки, пултаруллă яш-кĕрĕме пулăшассине, экологи, спорт, культура ыйтăвĕсем ҫинчен те тарăнрах чарăнса тăнă.

Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкне кăна пăхса тăмалла мар, кулленех палăртнă мĕнпур ыйтусемпе пурин те хапăл тусах кӳлĕнсе ĕҫлемелле тенĕ Ертӳҫĕ. Пуҫаруллă проектсемпе тăрăшмалла, халăх пурнăҫне ырă енне куҫарса пырассишĕн тимлемелле. Аслă шкулсен, организацисен, регионпа ҫĕршывăн ĕҫне яланах хастар хутшăнма пикенмелле тенĕ Пуҫлăх. Паха проектсем валли укҫан тĕрев парасси те планра пур.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ҫамрăксем аслă шкулсенчен вĕренсе тухсан, ĕҫе епле вырнаҫма пулассине те ыйтса пĕлнĕ ертӳҫĕсенчен. Хальхи пурнăҫра вĕрентекенсен пысăк технологисене кăна тĕпе хурса пымалла мар, пĕлӳ шайне те ӳстермеллине яланах асра тытмалла.

«Вĕрентекенсемпе ачасем хушшинче ҫирĕп ҫыхăну пулмалла. Ҫитĕнекен яш-кĕрĕме вĕренсе кăна пымалла мар, вĕсен сĕнĕвĕсене те шута илсе пымалла. Пĕр чĕлхе тупса уҫҫăн калаҫма пĕлмелле», тенĕ Михаил Игнатьев.

Ҫамрăксем вĕренсе хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыраҫҫĕ. Пирĕн вара вĕсене валли хăтлă условисем йĕркелесе тăратмалла тенĕ Михаил Игнатьев.   Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнче ҫамрăксен кадр резервне те хатĕрленĕ. Ҫамрăксен палатисем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те тĕллевлĕн ĕҫлесе пыни куҫкĕретех.

Чӑваш Енре ҫамрӑк ӑсчахсен инновациллӗ проекчӗсене пулӑшу кӳретпӗр, ҫам­рӑксен пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртме грантсем, ҫамрӑк­сен об­щество орга­низацийӗсем валли укҫа-тенкӗ уйӑрса паратпӑр тенĕ Пуҫлăх. 

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, ҫамрӑклӑх – чи савӑк та ытарми тапхӑр, хӑюллӑ тӗллевсемпе ҫу­нат­ланма, ҫӗн­нине уҫма хавхалантаракан тата вӗҫӗ-хӗррисӗр майсемлӗ манӑҫми вӑхӑт пулнине асăннă. Пуласлăх валли пысӑк тӗллевсем лартса вӗсене пур­нӑҫлама тӑрӑшӑр, сирӗнпе Чӑваш Республики тата пӗтӗм Раҫҫей тивӗҫлипе мухтанма пултарччӑр тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетсе, РФ Президенчĕ Владимир Путин палăртнă Наци проекчĕсенчи тĕллевсене пурин те пурнăҫлассишĕн ырми-канми тăрăшмаллине каланă. 

Фоторепортаж



10 апреля 2019
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter