Контрафакт шутланакан эрех-сăрана туртса илеççĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта пăхса тухнă ыйтусенчен пĕринпе, алкоголь продукцийĕн вак суту-илĕвĕнчи патшалăх тĕрĕслевне йĕркелес ыйтупа, экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева сăмах илчĕ.

Вăл палăртнă тăрăх, 2018 çулта суту-илÿрен контрафакт шутланакан алкоголь шĕвекĕсен 32 пин литрне туртса илнĕ — 13 миллион тенкĕлĕх. Чăннипе вара саккунсăр спиртлă шĕвекĕн рынокри тÿпи, ун шучĕпе, чылай пысăкрах: 60 пин литр – пĕтĕм алкоголĕн 25% патнелле-тĕр, 20 миллион тенкĕлĕх...

Кунашкал кăтартусемпе Михаил Игнатьев килĕшмерĕ: «Ытла та пĕчĕк цифрăсем асăнатăр — чăннипе чылай пысăкрах». Вăл экспертсем Раççей шайĕнче саккунсăр спиртлă шĕвексен тÿпи 40—45% çитнине çирĕплетнине палăртнă май республикăра та «вăрттăннин» калăпăшĕ тĕлĕшпе уçăмлăх пулмалли пирки асăрхаттарчĕ, унсăрăн ку сферăра йĕрке тума май килмĕ.

Хамăрăн саккунлă продукцие çул памалла. «Сăмах çынсене эрехпе шăварасси пирки пымасть, — терĕ Михаил Васильевич. — Анлă ассортимент пулмалла, анчах хамăр патра туса кăларакан продукцин пахалăхĕ лайăх, хăрушлăх çук. Çак продукцирен кĕрекен акцизсем пирĕн бюджета пуянлатаççĕ».

www.hypar.ru

 

Николай КОНОВАЛОВ.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
10 апреля 2019
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter