Чăваш Республикинче пурăнакан халăха медицина пулăшăвĕпе тӳлевсĕр тивĕҫтермелли укҫа виҫи кăҫал 14,7 процент хăпарнă

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем халăха тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси ыйтăва тарăн сӳтсе явнă. Патшалăх программине 2019 тата планпа килĕшӳллĕн 2020-2021-мĕш ҫулсем валли пăхса хăварнă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Ирина Левицкая Программăна пурнăҫа кĕртес тĕллевпе республика хыснинчен сахал мар укҫа йышăннине палăртнă.  2019 ҫулта – 18,4 млрд, 2020-мĕш ҫул валли  17,6 млрд, 2021-мĕш ҫула ­ – 18,5 млрд пăхса хăварнине хыпарланă.

Пĕтĕмĕшле илес пулсан, 2018 ҫулхинчен кăтарту 13,3 процент чухлĕ пысăкланнă.     Кашни ҫынна сипленĕшĕн тивĕҫтермелли укҫа виҫи вара пĕлтĕрхинчен  14,7 процента яхăн хăпарнă, 2 пин тенкĕлĕх ӳсни куҫкĕретех. Пăхса хăварнă укҫа ыйтăва туллин пурнăҫа кĕртме витĕм кӳресси паллă. Халăха тӳлевсĕр сипленме пулăшу ҫителĕклĕ пулни пурне хавхалантарать.

Ҫулсерен пĕр ҫынна сиплемелли укҫа виҫин йĕрки улшăнса пынине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Халăха укҫапа кăна тивĕҫтерни ҫителĕксĕр, тепре чухне сывлăха ҫирĕплетекен спорт мероприятийĕсем те паха, вĕсем ҫынсен кăмăлне ҫĕклеме пулăшаҫҫĕ. Савăк кăмăллă ҫын нăйкăшса лармасть, чир-чĕр ҫинчен манса малалла ăнтăлассишĕн тăрăшать. Пирус, эрех-сăра таврашне ҫăвара чикмест, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырассишĕн пуринпе те пĕрле хар тăрса кулленех спорта ҫӳреме пикенет. Халăх сывлăхĕшĕн сывă апатлану вара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Федераци шайĕнче ку енĕпе ĕҫ хутне хатĕрлесси анлăн пулса пынине пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ. Граждансене час-часах сывă пурнăҫ ҫинчен аса илтерсех тăмалла, профилактика мероприятийĕсене те курăмлă ирттерсе пымалла.   

2019 ҫултан пуҫласа республикăра медицинăн пысăк учрежденийĕсем базисем ҫумĕнче ҫĕнĕ структура йĕркелесе яма плана кĕртнĕ. Унта волонтерсем, социаллă пулăшу паракан пайра тăрăшакансем, страховани представителĕсем, муниципалитетсенче тимлекенсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесси паллă.  

«Укҫа-тенкĕ уйăрса хăварнине кура, ҫитĕнӳсем те пулса пымалла. Республикăра пурăнакансем медицина пулăшăвĕпе кăмăллă пулсан, вăхăтра пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе сипленсен, пурин кăмăлĕ те уҫă пулĕ. Ку вара – чи кирли», – тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă регион Ертӳҫи. 



11 апреля 2019
08:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter