Чăваш Ен цифра телекурава куҫма епле хатĕрленсе ҫитнине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăна тухса тĕрĕсленĕ

Михаил Игнатьев проверил готовность к переходу на цифровое эфирное телевизионное вещаниеЧăваш Ене цифра телекуравĕ  ҫине куҫарасси шутлă кунсем ҫеҫ юлчĕҫ.

Кăҫал ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче ирхине 10 сехетрен пуҫласа цифра эфирĕ пурнăҫа кĕрет.

Паян, ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей телекурав тата радиохыпарлав сечĕсем» предприятин республикăри филиалĕн тата «Чăваш Ен» ПТРК ĕҫĕпе тĕплĕнрех паллашнă.  

Ĕҫлĕ ҫулҫӳревре регион Ертӳҫипе пĕрле Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов пулнă.

«РТПЦ Чувашской Республики» РТРС филиалĕн директорĕ Дмитрий Авербах Чăваш Республикин Пуҫлăхне ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче мультиплекс сигналне хута янине хыпарланă.

«Цифра телекуравĕ ҫине куҫма регион хатĕр. Ку тытăм малтан та ăнăҫлă ĕҫленĕ. Сигнал маларахри тапхăрта Чĕмпĕр урлă килнĕ региона, халĕ вара малашне ҫак ĕҫе хамăр пурнăҫлатпăр», - тесе пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Дмитрий Авербах паянхи кун тĕлне  «Раççей телекурав тата радиохыпарлав сечĕсем» предприятин филалĕн 45 объектĕнче 84 цифра, 63 аналог /акан 15-мĕшĕнчен 61-шĕ ĕçлеме чарăнаççĕ/, 26 радиохыпарлав передатчикĕ вырнаçтарнă, вĕсем цифра мелĕпе 20 телеканалпа 3 радиостанцие, аналог мелĕпе 12 телеканалпа 17 радиостанцие трансляцилеççĕ тенĕ. Чăваш Еншĕн паллă тепĕр пулăм вăл — ĕнер регионăн мультиплекс сигналĕсене спутник патне ăсатакан тата каялла йышăнакан комплекс вырнаçтарнă. 

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов хăйĕн сăмахĕнче регионта пурăнакансене валли мĕнпур условисене тĕпрен хатĕрлесе ҫитернине асăннă. Цифра ҫине куҫма ятарлă хатĕрсем те ҫителĕклĕ тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Наци радиокуравĕ пирки те сăмах пуҫарнă. Ăна регионти мĕнпур ял тăрăхĕсене туллин илсе ҫитерессине палăртнă. «Тăван радио» халăх кăмăлне каять, апла пулсан аякра вырнаҫнă ялсене сигнал ҫитерни паха.

«Наци радиовĕпе «Тăван радио» халăх патне ҫиттĕр тесе тăрăшăпăр. Технологисене улăштарса ҫĕнетме хамăр енчен хушма укҫа-тенкĕ те пăхса хăварма тĕллев лартăпăр. Пирĕн граждансем валли пĕр тан условисем йĕркелесе тăратмалла. Аякра вырнаҫнă ялсенче пурăнакансемшĕн чăрмав пулмалла мар», -  ҫирĕппĕн каланă регион Пуҫлăхĕ.

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Чувашия» ГТРК ҫитсе килнĕ.

Организацийĕн ертӳҫи Екатерина Канюка производство ĕҫĕпе паллаштарнă хăнасене, ҫĕнĕ технологи витĕмлĕхĕ пирки каласа кăтартнă.  

«Чувашия» ГТРК тĕпрен модернизациленине хыпарланă ертӳҫĕ. Организацийĕн пурлăхпа техника бази те тĕпрен ҫĕнелнĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Телекуравра ĕҫлекенсен пĕлӳ шайне ӳстерес ыйту ҫине те пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă директор.

«Цифра ҫине куҫмалли хатĕрленӳ тапхăрĕ нарăс уйăхĕнче вĕҫленчĕ. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа эфирта ҫĕнĕ комплекса хута янă. Цифра çине куçни теле тата радиокăларăмсене пысăк пахалăхпа хатĕрлеме майсем туса парать», - тесе хушса каланă Екатерина Канюка.  

Кăҫал «Чувашия» ГТРК студисене ҫĕнетме, музей уҫма та плана кĕртнĕ тенĕ вăл. Регионта анлă сарăлнă передачăсем «Россия 1», «Россия 24», радиостанций «Радио России» тата «Вести ФМ» тухса пыраҫҫĕ. Кашни кун специалистсем 18 тĕрлĕ передача хатĕрлесе кăлараҫҫĕ. Уйăхсерен радио тата телекуравра тăрăшакансем 100 яхăн программа хатĕрлеҫҫĕ. Халăх кăмăллать, специалистсем паха пулни куҫкĕретех.

Регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев цифра телекуравĕн пахалăх шайĕ пысăк пулнине хакланă. Ӳкерчĕксем, сасă та чаплă. Пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать.    

Аса илтерсе хăваратпăр, цифра телекурав валли ятарлă хатĕрсене почта уйрăмĕсенче туянма май пур. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, хăш-пĕр категорире тăраканнисем: пĕччен ватăсем, сахал тупăшлă ҫемьесем, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсем патшалăх пулăшăвне илме пултарĕҫ, вĕсен тăкакне саплаштарма плана кĕртнĕ.

Ҫĕнĕллĕх пирки хыпарсене тĕплĕнрех пĕлес тесессĕн,  СМОТРИЦИФРУ.РФ сайта кĕмелле, вăл Чăваш Республикин информаци политикин официаллă сайтĕнче пур.  

Фоторепортаж



11 апреля 2019
14:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter