Чăваш Республикинче пысăк юхан шывсем палăртнă виҫерен ҫӳле хăпарман

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ. Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров республикăри лару-тăрупа паллаштарнă.  

Гидрометцентр пĕлтернĕ тăрăх, пысăк юхан шывсенче капланса пăр выртмасть, май килнĕ таран ирĕлсе пырать. Ҫанталăк лăпкă тăни паллă. Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, шыв ҫӳле хăпарманни куҫкĕретех. Сăр шывĕпе Ҫавал кăҫал пăтăрмахсем кăларса тăратмĕҫ, май килнĕ таран юхсах пыраҫҫĕ.

«Лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Ҫанталăк ăшăтса пырать.  Вăрмансенче юр кайса пĕтнĕ тесен те йăнăш мар. Кунсерен объектсене ҫирĕп тĕрĕслесех тăрăпăр», тенĕ Вениамин Петров.    

Ку хутĕнче ертӳҫĕ нумаях пулмасть пулнă пăтăрмах пирки те чарăнса тăнă. Пĕр ҫамрăк ача пăр катăкĕ ҫине тăрса пысăк юхан шыв варрие ҫитме тĕллев лартнă имĕш. Ҫак инкекрен ҫăлав службисем ҫăлса хăварнă. Халăха ҫыран хĕррисенче асăрхануллă пулмалли пирки тăтăшах пĕлтерсе тăмалла, тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юрамасть. «Паллă, пăтăрмахсем ăнсăртран сиксе тухсан, специалистсем ҫăлса хăварĕҫ. Анчах та ку ҫителĕксĕр, граждансен хăйсен те ҫирĕп йĕркесене пăхăнса пурăнмалла», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Кăҫал регионта пушартан сыхланмалли тапхăр ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуҫланĕ. Хушма мероприятисен планне пăхса тухса ҫирĕплетнĕ. Вăрмансенче асăрхануллă пулмалла, типĕ курăксене ҫунтармалла мар. Енчен те пушар тухсан, кашнин ҫирĕп явап тытма тивĕ. Регионта вăрмансем ҫывăхĕнчи 13 ял тăрăхĕсенче хушма план йышăннă, пушартан сыхă тăрассипе ятарлă мероприятисем пăхса хăварнă: Улатăрта, Вăрнарта, Патăрьелĕнче, Каҫал енре, Хĕрлĕ Чутайра, Муркашра, Пăрачкавра, Шăмăршăра, Ҫĕмĕрлере халăхсен асăрхануллă пулмалла.   

Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче Атăлҫи федераци округĕнче ҫу уйăхĕнче ҫанталăк лăпкă тăрасса пĕлтернĕ. Специалистсем ҫумăр халăха аптратмасса шантараҫҫĕ. Ытти чухнехинчен самай лайăхрах пулассине хыпарлаҫҫĕ.   

Кирек-епле ăнсăртран сиксе тухакан пăтăрмахсене сирсе ярассипе ятарлă службăра тимлекенсен сыхă тăмалла тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Апла пулсан, техника яланах хатĕр пулмалла, специалистсен тимлĕхе ҫухатма юраманнине чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Мĕнпур службăсен пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине тепĕр хут аса илтерсе хăварнă регион Ертӳҫи.   



11 апреля 2019
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter