«Раҫҫей экономикипе наци хăрушсăрлăхĕшĕн космос тĕпчевĕ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Глава Чувашии Михаил Игнатьев: «Космические исследования имеют стратегическое значение для российской экономики и обеспечения национальной безопасности»Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Космонавтиксен кунĕнче, Чăваш Енре савăнăҫлă мероприяти иртнĕ.

Торжествăлла пулăма, Шупашкарта Юрий Гагарин палăкĕ умне, халăх йышлăн пухăннă. Вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, вăрҫă инваличĕсен Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Геннадий Матвеев, депутатсем, хула администрацийĕн представителĕсем, обществăлла организацисен пайташĕсем, шкул ачисемпе студентсем чылайăн пухăннă.

Михаил Игнатьев пухăннă ентешсене саламланă май, тĕнче уҫлăхне вĕҫессинче Чăваш Ен пысăк витĕм кӳнине асăннă.

Пирӗн ҫӗршыв Уҫлӑх анлӑхне тӗпчессипе тата ӑна парӑнтарассипе ҫыхӑннӑ йывӑр ҫула чи малтан тухнӑ, пӗтӗм этемлӗх ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртсе паллӑ ҫитӗнӳсем тунӑ. Хальхи ӑрури ӑсчахсемпе конструкторсен, инженерсен ырми-канми ӗҫӗпе пысӑк пултарулӑхне пула Раҫҫей ҫак наукӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ тата пысӑк технологиллӗ отрасльте малти ретре тӑни чӑннипех савӑнтарать.

Пирӗн республикӑпа виҫӗ паллӑ космонавтӑн – Андриян Николаевӑн, Николай Бударинӑн, Мусы Манаровӑн ячӗсем тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӗсен тӗлӗнмелле паттӑрлӑхӗ, ӑна Шуршӑлти космонавтика музейӗнче ӗмӗр асӑнмалла тунӑ, патриотла туйӑмсем ҫуратать, пирӗн ҫамрӑксене хавхалантармаллипех хавхалантарать тенĕ регион Ертӳҫи.

Митингра РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула ертӳҫи Евгений Кадышев, вăрҫă инваличĕсен Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Геннадий Матвеев, А.В.Кочетов Совет Союзĕн Геройĕ ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче вĕренекен Елизавета Порфирьева тухса калаҫнă, уяв ячĕпе хĕрӳллĕн саламланă, мӗнпур ҫынна ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫ пурнӑҫ, ырлӑхпа ӑнӑҫулӑх суннă.

Фоторепортаж



12 апреля 2019
11:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter