Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Юрий Гагарин тӗнче уҫлӑхне пуҫласа ҫул хывнӑ кунранпа утмӑл ҫу­ла яхӑн вӑхӑт иртрӗ, ҫавна пӑхмасӑр эпир унчченхиллех пирӗн космонавтсен паттӑрлӑхӗпе чун-чӗререн хавхаланатпӑр тата ҫӗршывӑмӑрӑн наукӑпа промышленноҫӗн ҫитӗнӗвӗсемпе тивӗҫлипе мӑнаҫланатпӑр.

Пирӗн ҫӗршыв Уҫлӑх анлӑхне тӗпчессипе тата ӑна парӑнтарассипе ҫыхӑннӑ йывӑр ҫула чи малтан тухнӑ, пӗтӗм этемлӗх ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртсе паллӑ ҫитӗнӳсем тунӑ. Хальхи ӑрури ӑсчахсемпе конструкторсен, инженерсен ырми-канми ӗҫӗпе пысӑк пултарулӑхне пула Раҫҫей ҫак наукӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ тата пысӑк технологиллӗ отрасльте малти ретре тӑни чӑннипех савӑнтарать.

Ҫӗршыв космонавтики пӗрремӗш искусствӑллӑ спутниксенчен пуҫ­ласа вӑрах вӑхӑта тӑсӑлакан вӗҫевсем, аякри уҫлӑх тӗпчевӗсем, космос станцийӗсем тӑвасси таран калама ҫук пысӑк ҫул утса иртнӗ. Паян космос технологийӗсемпе Ҫӗр ҫинчи пирӗн кулленхи пурнӑҫа лайӑхрах тӑ­вас тӗллевпе усӑ кураҫҫӗ. Кӑҫалтан пуҫласа Чӑваш Енре космосран иле­кен информацине тӗпе хурса специализациленӗ сервиссем тума тытӑнаҫҫӗ, вӗсем регион экономикине тытса пымалли универсаллӑ цифра инфратытӑмне йӗркелес ӗҫе пуҫӑнма май параҫҫӗ.

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ – Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн уйрӑмах паллӑ кун. Пирӗн республикӑпа виҫӗ паллӑ космонавтӑн – Андриян Николаевӑн, Николай Бударинӑн, Мусы Манаровӑн ячӗсем тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӗсен тӗлӗнмелле паттӑрлӑхӗ, ӑна Шуршӑлти космонавтика музейӗнче ӗмӗр асӑнмалла тунӑ, патриотла туйӑмсем ҫуратать, пирӗн ҫамрӑксене хавхалантармаллипех хавхалантарать.

Ҫывӑх вӑхӑтрах эпир сирӗнпе Тӗнче уҫлӑхне алла илес ӗҫре питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ ҫӗнӗлӗхсем тунине куракансем пуласса шанса тӑратӑп.

Хӑйӗн пурнӑҫне авиаци тата космонавтика аталанӑвӗпе ҫыхӑнтарнӑ мӗнпур ҫынна ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫ пурнӑҫ, ырлӑхпа ӑнӑҫулӑх тата профессире ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин     Пуҫлӑхӗ                                Михаил Игнатьев



12 апреля 2019
07:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter