Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕнче вĕренекен студентсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Михаил Игнатьев обсудил со студентами ЧГСХА потенциал и перспективы развития сельского хозяйстваАка уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕнче вĕренекен студентсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ академинче вĕренӳ классĕсемпе паллашнă, «Усы, лапы, хвост» ветеринари клиникин ĕҫĕпе кăсăкланнă, кунти технологисене курса ĕненнĕ. Шăпах та, студентсем унта практика ĕҫне тухаҫҫĕ. Клиникăра сиплев, профилактика мероприятийĕсене ирттереҫҫĕ. Медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕ пысăк. Ҫĕнĕ технологи витĕмлĕхĕ курăнать. Специалистсем пысăк тавракурăмлă пулни куҫкĕретех.  

Аслă шкулта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫамрăк яш-кĕрĕмпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, ҫĕнĕлĕхсем пирки каласа кăтартнă.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕн ректорĕ Андрей Макушев хутшăннă.

«Ял хуҫалăхĕ – пысăк технологиллĕ пай шутланать. Унăн потенциалĕ те пысăк, активлă вăй илсе аталанса пырать. Экономика ҫитĕнĕвĕшĕн те палăртнă отрасль пĕлтерĕшлĕ. Аграри тытăмĕнче ĕҫлеме пултаракан пысăк квалификациллĕ специалистсем ҫителĕксĕр», – тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ.   

Ҫамрăксем, енчен те вĕсем ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшма шут тытнă пулсан, пуласлăхĕ пысăк пуласси пĕрре те иккĕлентермест. Аграри тытăмĕ тупăшлă шутланать. Кун пирки ҫамрăксен питĕ лайăх ăнланмалла.

Республикăра ҫитĕнтерекен пахча ҫимĕҫ, ытти таварсем паха, рынокра та тивĕҫлĕ вырăн йышăнаҫҫĕ вĕсем. Халăх ырлани куҫкĕретех. «Тăпран пурлăхĕ пуян. Ӳсен-тăрана ҫитĕнтерме меллĕ. Экологи енчен таса ҫимĕҫсем тирпейлесе пуҫтарса илме те меллĕ. Ҫынсем таварсене хапăл тусах туянаҫҫĕ», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Маларахри тапхăрсенче хамăр тăрăхра тирпейленсе тухакан таварсем ҫителĕксĕр пулнă пулсан, халĕ вара Раҫҫей мĕнпур халăха туллин тивĕҫтерет. Пахалăх енчен те ют ҫĕршыврисенчен пĕрре те кая мар пирĕн тăрăхри ял-хуҫалăх таварĕсем. Тырă, аш-какай ҫителĕклĕ.

Студентсем ял хуҫалăхне пысăк тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă регион ертӳлĕхне. Пĕр пухăннă пек чухне ҫамрăксем хăйсен пурнăҫĕ пирки, вĕренӳ саманчĕсем ҫинчен, наукăпа тĕпчев ĕҫĕсемпе паллаштарнă регион Ертӳҫине.

«Агрофирма «Ольдеевская» ТМЯО пĕрремĕш ҫул ĕҫлекен Ирина Дубова хăйĕн сăмахĕнче хăйĕн ăсталăхне Германире туптнине хыпарланă. Унтан тарăн пĕлӳ илсе килнĕ хыҫҫăн, тӳрех ял хуҫалăх тытăмне хваспах ĕҫлеме вырнаҫнине пĕлтернĕ.  

Студентсем патшалăх пулăшăвĕсем пирки те ыйтса пĕлнĕ пуҫлăхсенчен,  «Агровыбор» информаципе тишкерӳ журналĕ ҫинчен каласа кăтартнă. Журнал 2018 ҫулта раштав уйăхĕнче кун ҫути курнă.

Ҫамрăксене ял хуҫалăхпа ĕҫлеме кăмăл тунăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Аграри тытăмне вăй илтерсе пырасси – патшалăх политикин приоритечĕсенчен пĕри тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.    

 Фоторепортаж



12 апреля 2019
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter