Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев шкул ачисем хушшинче ирттернĕ волейбол ăмăртăвĕсенче суперфинала тухнисене савăнăҫлă лару-тăрура саламланă

Глава Чувашии поздравил победителей и призеров суперфинала IX чемпионата «Школьной волейбольной лиги Чувашской Республики»Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев шкул ачисем хушшинче ирттернĕ волейбол ăмăртăвĕсенче суперфинала тухнисене савăнăҫлă лару-тăрура саламланă.  

Михаил Игнатьев волейболистсене пысăк ҫитĕнӳпе палăрнăшăн мухтанă, Чăваш Ен спорт енĕпе ырă тĕслĕхпе яланах палăрса тăнине асăннă. Республикăра спорт ыйтăвĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех. Районсемпе хуласенче чаплăран та чаплă объектсем хута каяҫҫĕ, спорт залĕсем те ҫĕнелсех пыраҫҫĕ. Мĕнпур ĕҫсем пĕтĕмпех спорта вăй илтерме, ачасен ăсталăхне хăватлăрах туптаса пыма витĕм кӳнине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Волейбол массăллă спорт тĕсĕ шутланать. Унăн пĕлтерĕшĕ ҫулсерен ӳссе пырать.  Кашни ялтах спорт учрежденийĕсем пулни, волейболла выляс туртăма хăпартать. Каламасăрах паллă, шкулсенче ачасем ҫак ăмăртусене хапăл тусах ҫӳреҫҫĕ.  Ҫӳлерех палăртнă чемпионата та пĕтĕмпе 17 пин ытла яш-кĕрĕм хутшăннă, хăйсен ăсталăхне кăтартса панă, мала тухассишĕн хӳрӳ тупăшнă тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Тренерсем, ашшĕ-амăшĕсем ачасем сывă та тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнччĕр тесе тăрăшаҫҫĕ, спорта хисеплеччĕр теҫҫĕ.   

Шкул ачисем хушшинче ирттерекен чемпионата «Раҫҫейри ача-пăчасен фончĕ» пĕтĕм ҫĕршыври обществăлла организаци пулăшать, ыркăмăллăх фончĕ ҫулсерен тĕрев парать.

Палăртнă кун мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн ертӳҫи Юрий Кислов ăшшăн саламланă.  

Шкул ачисем хушшинче пулакан ăмăртусенче мала тухнисем: Шупашкар хулинчен, Ҫĕнĕ Шупашкартан, Улатăртан, Патăрьелĕнчен, Вăрнартан, Йĕпреҫрен, Тăвай районĕнчен хастар яш-кĕрĕмсем.   Вĕсене 2018 ҫулта раштав уйăхĕнче пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн палăртса хăварнă.    

Суперфинала вара Тăвай районĕнчи команда мала тухнă. Иккĕмĕш вырăна Шупашкарсем, виҫҫĕмĕшне Улатăр хулин туслă команди ҫĕнсе илнĕ.

Ăмăртусенче ылттăн медале Вăрнарсем тивĕҫнĕ, иккĕмĕшне Ҫĕнĕ Шупашкарсем, виҫҫĕмĕшне Шупашкарсем ҫĕнсе илнĕ.  Мала тухнисене дипломсем, наградăсем парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж 



12 апреля 2019
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter